Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтса (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Толик йӑмӑкне хӑй йӑтса килесшӗнччӗ, амӑшӗ ирӗк памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам ачине йӑтса ҫӳретӗн!

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа арӑмӗ сӗтел ҫине вӗри сӑмавар йӑтса кӗрсе лартрӗ, чей чашкисем хучӗ, апат-ҫимӗҫ янтӑларӗ те чеен кулса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрулмин юлашки йӗркине купаласа пӗтерсен вӑл муттикне сарай ҫумне тӑратрӗ те кӗтӗве хирӗҫ тухрӗ, сурӑхсене килкартине хӑваласа кӗртрӗ, ӗне сурӗ, мунчана шыв йӑтса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Карттуспа йӑтса кил, — ывӑтса парать хӑй карттусне Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тем самантран Ванюк темле кӗнеке йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗнле ҫук пултӑр? — мӑнукӗсене пулӑшасшӑн чупкалать тин ҫеҫ пӗр курка сӗт йӑтса тухнӑ мучи.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унта хутшӑнакансем тиенӗ урапа та туртӗҫ, картлӑ кӗвенте йӑтса чупӗҫ тата ытти хаваслӑ ӑмӑртусенче тупӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Вӗсем хулпуҫҫисем ҫинче бурдюксем (сурӑх тирӗсенчен ҫӗленӗ михӗсем) йӑтса пыраҫҫӗ.

Они несли на плечах бурдюки — мешки из бараньих шкур.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Садсенчен корзинӑсемпе базара сутма иҫӗм ҫырли, улма, груша йӑтса пыраҫҫӗ.

Из садов корзинами несли на базар виноград, яблоки, груши.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Виҫҫӗмӗшсем тата пӗрмаях тулли михӗсене йӗтемӗн тепӗр вӗҫнелле йӑтса тӑраҫҫӗ.

Третьи беспрерывной вереницей таскают мешки на другой край тока.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шыв тӑрӑх сулӑпа килнӗ пӗренесене ҫӗклекен машинӑсем вӗсене шывран хуллен кӑлараҫҫӗ те йӑтса хӑпартаҫҫӗ, вара йывӑҫӗпех лайӑх вырнаҫтарса хураҫҫӗ.

Подъемные машины медленно вынимают из воды, поднимают кверху и аккуратно складывают целые деревья, приплывшие плотами по реке.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Витрене йӑтса ун тути патнех илсе пытӑм.

Я поднес ведро к его губам.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чун пӑлханнӑран Ҫӗр ҫинчи чи ачаш та черченкӗ тӗпренчӗке йӑтса утнӑ пек туйса пытӑм.

Я был взволнован. Мне казалось — я несу хрупкое сокровище. Мне казалось даже, что ничего более хрупкого нет на нашей Земле.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вара эпӗ ӑна алӑ ҫине йӑтса малалла утрӑм.

Я взял его на руки и пошел дальше.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Манӑн вара ӑна, чирлӗ ҫынна пӑхнӑ пек, алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме тивнӗ пулӗччӗ — унсӑрӑн вӑл чӑнах та куҫ хупма пултарӗччӗ, манан чунӑн хурлӑхлӑ хӗлӗхӗсене хускатас тесе ӗнтӗ…»

А мне пришлось бы ходить за ней, как за больной, ведь иначе она и вправду бы умерла, лишь бы унизить и меня тоже…»

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ҫавӑн пекех эпӗ чечек ҫитӗнтертӗм пулсан ӑна татса илсе хампа йӑтса кайма пултарӑттӑм.

— Если у меня есть цветок, я могу его сорвать и унести с собой.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ ӑна йӑтса кӑкӑр умне илтӗм, унтан пӗчӗк ачана ҫывратнӑ пек алӑ вӗҫҫӗн чӳхентертӗм.

Я взял его на руки и стал баюкать.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах та ку эсӗ хӑвӑн хул пуҫҫисем ҫинче хурса йӑтса пынӑ груз ытти ҫынсем хӑйсен хул пуҫҫийӗсем ҫине илсе хунӑ пирки пулать.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗн кивӗ пӗчӗк чӑматанне йӑтса тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех