Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтса (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шутласа, тулли сумкӑна йӑтса, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тартӑм эпӗ атте килне.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйпе пӗрле йӑтса килнӗ кӗнекесене уҫса пӑхнине нихӑҫан та курман ачасем.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пит ансат тата унашкал ӗҫе тума, йӑтса пыр та пӑрах — аялалла лешӗ хӑех шӑхӑрса анса каять.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Анне, — ҫурнӑ вутта кухньӑна йӑтса кӗрсе пӑрахсан, шӑппӑн ыйтнӑччӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сана вара Пӑлаки аппа йӑтса ҫӳренӗ-и ҫапла, лӑпканӑ-и тата?

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫунаттисем ҫине хурса Ҫӗнтерӳ ҫулӗн ӑшшине йӑтса килнӗ малтанхи чӗкеҫсем, пӑсланакан ҫӗр ҫумӗпе вӑй выляса, вӗлт-вӗлт вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Часрах ҫитӗнсе ҫитес те, ашшӗ сунара ҫӳренӗ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшала, кӑмака хыҫӗнче ҫакӑнса тӑраканскерне, татӑклӑн йӑтса тухса, тӑшмансене хӳтерме каяс килет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Вӗсем Ваҫука йӑтса кайма килнӗ те…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Чӗлхӳ пулмасанах, мӑрьерен вӗҫсе кӗрсе, ула курак йӑтса тухса каять те-ха сана…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ача йӑтса тӑракан Ленинӑн скульптурине вӑл хӑй вилсен кӑна туса пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вара эпӗ ӑна, ача йӑтса тӑраканскере, мрамортан касса тума тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫав ҫулсенче мана Женева кӳлли хӗрринче пӗчӗк ача йӑтса тӑракан Ленин сӑнарӗ канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

— «Камӑн пултӑр, ют ачана кам йӑтса ҫӳретӗр…»

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Эпӗ ӑна пӗчӗк ача йӑтса тӑнине курнӑ та, ҫавӑнтанпа ӑна ниепле те манма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Сергей Тихонович чӑлантан ҫӗнӗ чӑматан йӑтса тухрӗ, унтан пире ҫурӑлса, пульӑсемпе шӑтса пӗтнӗ кивӗ шинель тата папаха кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Йывӑр иккен ҫунса кайнӑ юратун кӑмрӑкне чӗрере йӑтса ҫӳреме…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йӑтса ҫӳреме ытла та йывӑр вӗсене…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑш-пӗр ҫынсен ҫав нушана йӑтса ҫӳреме те хал ҫитерессӗн туйӑнмасть, ҫапах ҫын чӗри тӳсет-мӗн…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсене яланах Владимир Петрович йӑтса килетчӗ: анчах камӑн ҫепӗҫ аллисем татса пуҫтарнине аванах пӗлеттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑна тунката ҫине хурса шыв витрине йӑтса каять.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех