Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтса (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ йӑтса кайӑттӑмччӗ-ха, — терӗ Миша кун пек тума май ҫуккине ӑнланса илсе тата вӑлтса, — ачашлӑттӑм, чуп тӑвӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Акӑ тата кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӗнӗ ӗҫ тупӑнчӗ, пусма патне ҫитиччен сире алӑ ҫинче йӑтса пыма тивет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫук, йӑтса курман вӑл штанга, Нихӑҫан ринга тухман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ «Ҫӑлтӑр» // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 58 с.

Ӑс пачӗ пулсан, йӑтса ҫӳре эппин хутусене.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Эсир пуҫӑра хулпуҫҫи ҫинчех йӑтса ҫӳрӗр, урайне ан хурӑр, вара никам та таптаймӗ, — шӳтлеме пӑхрӑм эпӗ ҫавсемпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

(Витре йӑтса картишне тухать.)

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Юмана йӑтса, вӗсем анлӑ урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр каҫхине автобуса кивӗ юман тукмаккине юри пурте курмалла мекеҫленсе йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эп сире Степнова йӑтса килнӗшӗн ятламастӑп, — терӗ сӑмах май Анюта, — ҫакна ҫеҫ каласшӑн: усал ҫынна темле ырӑ тусан та, унран лайӑххине илтес ҫук.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Ваҫҫана наҫилкка ҫине пӗчӗк ачана йӑтса хунӑ пек ҫӗклесе вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакла хӑвӑрт наҫилкка хатӗрлерӗҫ, аманнӑ ҫынна майласа вырттарчӗҫ, тӑваттӑн йӑтса ҫул ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫынсене пытараҫҫӗ е асӑнаҫҫӗ пулсан, юпана арҫынсем йӑтса пымалла, анчах ӑҫта тупӑн вӗсене халӗ ялта, пурне те вӑрҫӑ туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Киле йӗркепе палӑртнӑ пек, кӗҫӗн кинӗ Эля пусӑран ӑсса тулли витре шыв йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсемпе икӗ мӑшӑр хӗрарӑм, юпана вӑрӑм алшӑллипе ҫавӑрса тытса ӑна урапа ҫинчен ҫӗклерӗҫ те мӑнаҫлӑн киле йӑтса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ильяпа Толик иккӗшӗ клубран пысӑк хура ещӗке — сасӑ динамикне йӑтса тухнӑ вӑхӑтра крыльца ҫинчен аннӑ чухне Толик шуса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне савӑк кӑмӑлпа, ачине мӑнаҫлӑн йӑтса, хӑйӗн тата виҫҫӗмӗш ҫула кайнӑ Лиля шӑпишӗн хумханма пӑрахса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Карттусу … сирӗн, — пуҫа тӑхӑнмаллине, вырӑн-вырӑн ҫуланса ларнӑскере, арӑм икӗ аллипе малалла тӑсса, асӑрхануллӑн, чи хаклӑ, черченке пуянлӑх пек йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӗрне йӑтса илчӗ, кӑштах сиктеркелерӗ вӑл ҫывӑрса кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӗресе санӑн йӑтса ҫӳремеллех пулать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫҫӗмӗш кун йӑтса ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех