Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтса (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ну, Бианка, — терӗ вара Анатолий Семенович, — тек йӑтса пулмасть сана. Иксӗмӗрӗн те халь тӑватӑ уран тапаҫланма тивет. Ан юл, эппин, маттур пул».

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чупса ҫитрӗ те ӑна алла йӑтса илчӗ, куҫӗнчен хурлӑхлӑн тӗмсӗлсе пӑхрӗ — ӗнтӗ пӗчӗкҫӗ чунӑн сывлӑшӗ те тухми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫапах та Анатолий Семенович ӑна алла тытасшӑнччӗ, машинӑсем ҫӳренӗ ҫӗртен иртиччен те пулин йӑтса пырасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ку пӳрнеске пек шурккана эсӗ, амӑшӗ, ман пахчара ҫӑвӑрларӑн-и е йӑтса килтӗн?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин ӑна ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса паратчӗ, лешӗ хырӑмӗ тем пек выҫнӑ пулсан та васкамасӑр чӑмлама тытӑнатчӗ е, ҫавӑн пекех васкамасӑр, улахрах вырӑна йӑтса тухса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Малти икӗ салтак рота командирне йӑтса утрӗҫ, ыттисем — Кузьмин вырӑспа Тимуш — чарӑна-чарӑна тӑшман енне печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫитсе ыталарӑм, йӑтса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Епле юрататтӑн эсӗ мана, нихӑш ача курман теттесем туса параттӑн, йӑтса ҫӳреттӗн, кӳме урапипе туртса ҫӳреттӗн…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ма йӑтса ҫӳрет-ха ӗнтӗ чейникне?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫаврӑнса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те кӑмака хыҫнелле пӑрӑнчӗ, унтан йӗс чейник йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Телейлӗ пул ҫав, Укаҫ, ҫакӑнпа пӗттӗр хуйхӑ-суйхӑ, урӑх нихӑҫан та вӗри сывлӑш ан ҫунтартӑр сан ӑшна», — терӗ те Тимуш, лумпа кӗреҫине йӑтса, картишне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ ура ҫине тӑчӗ те саппунне ҫавӑрса хӗстерчӗ, Тимуш хатӗрлесе хунӑ юлашки хӑмасене йӑтса, карта ҫуммипе мунча еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӗлле каллех вӑрмана каймалла пулӗ, вӑрманта ӗҫлеме кӗрӗк ҫӗлетсе хурар-ха тесе, Тимушпа Кӗҫтук пӗр хӗвеллӗ кун Вырӑскассинчи ҫӗвӗҫ патне тирсем йӑтса кайнӑччӗ, икӗ эрнерен кӗрӗк тата ҫӗлӗк йӑтса таврӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Чикмек вырӑнӗ ҫакӑнта пулчӗ-и-ха ӗнтӗ», — тесе, ҫӳллӗ, йывӑр пусмана лупасайне йӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн пек улӑпа йӑтса килчӗ Турунов!..

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗн пата ҫитеспе Турунов йӑтса пыракан ҫын хуллен авкаланса илчӗ, хӑрах аллине ҫӗртен тытас пек усса, теприне Турунова хулӗнчен тӗртсе, пуҫне ҫӗклерӗ, тем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ушкӑн умӗнче Турунов такамӑн калама ҫук пысӑк кӗлеткине йӑтса пырать, пуҫне асаплӑн пӑркала-пӑркала, сасси тухнӑ таран кӑшкӑрса калаҫать:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калис мӑйне тем пӑвнӑ пек пӑркаланса илчӗ те пуҫӗнчи тутӑрне туртса сӳрӗ, витрисене йӑтса, ҫерем тӑрӑх ӗсӗкле-ӗсӗкле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вырӑнне Думитру йӑтса илчӗ те алӑк патӗнче кӑшт кӗтессерех ларакан каланкка хыҫне кайса хучӗ, унтан кресло ҫинчи гитарӑна диван тӗлӗнчи пӑтана ҫакма тӑчӗ, анчах ҫакмарӗ, ӑна ӑнсӑртран алла лекнӗ е чылайранпа тытса курман япалана пӑхнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ те пӑнтӑрр! сӗртӗнчӗ хӗлӗхӗсене пӳрни вӗҫӗпе, вара диван ҫине ларчӗ, мана та ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Думитру виҫесӗр хӗпӗртесе кайнӑ хӗрачана йӑтса илчӗ те ӑна тутинчен, питҫӑмартисенчен, янахӗнчен, хӑлхинчен ҫине-ҫинех чуп-турӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех