Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмӑкне (тĕпĕ: йӑмӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Авессалом вара Амнонпа начар та, лайӑх та калаҫман; Авессалом ӗнтӗ Амнона хӑйӗн Фамарь йӑмӑкне чыссӑрлатнӑшӑн курайми пулса ҫитнӗ.

22. Авессалом же не говорил с Амноном ни худого, ни хорошего; ибо возненавидел Авессалом Амнона за то, что он обесчестил Фамарь, сестру его.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Амнон ӑна каланӑ: эпӗ Фамаре, Авессалом шӑллӑмӑн йӑмӑкне, юрататӑп, тенӗ.

И сказал ему Амнон: Фамарь, сестру Авессалома, брата моего, люблю я.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Амнон ӗнтӗ тем тӗрлӗ ҫуннӑ, Фамаре пула, хӑйӗн йӑмӑкне пула, чирлесех кайнӑ: вӑл чыслӑ хӗр пулнӑ та, Амнона ҫак хӗре нимӗн те тума май ҫук пек туйӑннӑ.

2. И скорбел Амнон до того, что заболел из-за Фамари, сестры своей; ибо она была девица, и Амнону казалось трудным что-нибудь сделать с нею.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Кам та пулин хӑйӗн аппӑшне е йӑмӑкне — хӑй ашшӗн хӗрне е амӑшӗн хӗрне — илсе унӑн ҫарамасне курсассӑн, хӗрӗ те унӑн ҫарамасне курсассӑн — ку намӑс ӗҫ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн ывӑлӗсем умӗнче пӗтерччӗр; вӑл хӑйӗн аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӑл хӑйӗн ҫылӑхне хӑех ҫӗклӗ.

17. Если кто возьмет сестру свою, дочь отца своего или дочь матери своей, и увидит наготу ее, и она увидит наготу его: это срам, да будут они истреблены пред глазами сынов народа своего; он открыл наготу сестры своей: грех свой понесет он.

Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ.

23. Аарон взял себе в жену Елисавету, дочь Аминадава, сестру Наассона, и она родила ему Надава и Авиуда, Елеазара и Ифамара.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Исав хӑйӗн арӑмӗсене ханаан хӗрӗсене илнӗ: Адӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне, Оливемӑна — Анӑн, евей ҫыннин Цивеонӑн ывӑлӗн, хӗрне — 3. тата Васемафӑна — Измаил хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — качча илнӗ.

2. Исав взял себе жен из дочерей Ханаанских: Аду, дочь Елона Хеттеянина, и Оливему, дочь Аны, сына Цивеона Евеянина, 3. и Васемафу, дочь Измаила, сестру Наваиофа.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ.

27. Сыновья Иакова пришли к убитым и разграбили город за то, что обесчестили [Дину] сестру их.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.

13. И отвечали сыновья Иакова Сихему и Еммору, отцу его, с лукавством; а говорили так потому, что он обесчестил Дину, сестру их; 14. и сказали им [Симеон и Левий, братья Дины, сыновья Лиины]: не можем этого сделать, выдать сестру нашу за человека, который необрезан, ибо это бесчестно для нас; 15. только на том условии мы согласимся с вами [и поселимся у вас], если вы будете как мы, чтобы и у вас весь мужеский пол был обрезан; 16. и будем отдавать за вас дочерей наших и брать за себя ваших дочерей, и будем жить с вами, и составим один народ; 17. а если не послушаетесь нас в том, чтобы обрезаться, то мы возьмем дочь нашу и удалимся.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ; 9. вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ.

8. И увидел Исав, что дочери Ханаанские не угодны Исааку, отцу его; 9. и пошел Исав к Измаилу и взял себе жену Махалафу, дочь Измаила, сына Авраамова, сестру Наваиофову, сверх других жен своих.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ревеккӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫыннин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ.

20. Исаак был сорока лет, когда он взял себе в жену Ревекку, дочь Вафуила Арамеянина из Месопотамии, сестру Лавана Арамеянина.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

59. Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.

59. И отпустили Ревекку, сестру свою, и кормилицу ее, и раба Авраамова, и людей его.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Резидапа Зиле аппӑшӗпе йӑмӑкне уйӑрасшӑн пулман, анчах Настя хирӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Настя йӑмӑкне унта вырттарнӑ, шӑллӗне алӑра тытса утьӑкка сиктернӗ, ларнӑ ҫӗртех кравате силленӗ — Сара ҫапла ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ну, Викӑпа иксӗмӗр вӗсем тинӗс хӗрринче шампӑлтатнӑ май йыш хушма тӑрӑшӑпӑр, Эстеллӑпа Элина шӑллӗне е тепӗр йӑмӑкне хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать.

Ну, вдвоём с Викой, когда они бултыхаются на берегу моря, стараемся увеличить численность семьи, Эстелла и Элина кажется не будут против младшего брата или ёщё одной сестренки.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех