Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлӑнтӑм (тĕпĕ: йӑлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Пӗлместӗп ӗнтӗ, тӗлӗкре-и, е тӗлӗрмесӗрех-и, унран эпӗ ан пӑрах тесе йӑлӑнтӑм, хам нихҫан таврӑнас ҫуккине тӗлӗкӗнте курсан та ан ӗнен, терӗм.

Не знаю, наяву или во сне я умолял её не покидать меня, хоть присниться, не верить тому, что я никогда не вернусь!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна мана ӑнланма тархасларӑм, хаяр ан илӗр, ултавӑма каҫарӑр, каллех манпа ҫывӑх тус пулӑр, тесе йӑлӑнтӑм.

Я умоляла понять меня и не сердиться, простить мне измену и снова дружить со мной.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Упӑшкана заявление каялла илме йӑлӑнтӑм, ватлӑхра пӗрлех пурӑнмалла, ачасемпе, мӑнуксемпе савӑнмалла.

Мужа умоляла забрать заявление, в старости вместе жить, радоваться с детьми, внуками надо.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Упӑшкана заявление каялла илме йӑлӑнтӑм, ватлӑхра пӗрлех пурӑнмалла, ачасемпе, мӑнуксемпе савӑнмалла.

Просила мужа забрать заявление обратно, в старости всё же надо жить вместе. Надо радоваться детям, внукам.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

38. Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах: 39. ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет; 40. усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.

38. Вдруг некто из народа воскликнул: Учитель! умоляю Тебя взглянуть на сына моего, он один у меня: 39. его схватывает дух, и он внезапно вскрикивает, и терзает его, так что он испускает пену; и насилу отступает от него, измучив его. 40. Я просил учеников Твоих изгнать его, и они не могли.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!

4. И молился я Господу Богу моему, и исповедывался и сказал: «Молю Тебя, Господи Боже великий и дивный, хранящий завет и милость любящим Тебя и соблюдающим повеления Твои!

Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм та хытӑ сасӑпа тилмӗрсе йӑлӑнтӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ӗнтӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне Эсӗ тӗппипех пӗтерес тетӗн-им? терӗм.

И пал я на лице, и возопил громким голосом, и сказал: о, Господи Боже! неужели Ты хочешь до конца истребить остаток Израиля?

Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.

8. И когда они их убили, а я остался, тогда я пал на лице свое и возопил, и сказал: о, Господи Боже! неужели Ты погубишь весь остаток Израиля, изливая гнев Твой на Иерусалим?

Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.

24. И сказал Седекия Иеремии: никто не должен знать этих слов, и тогда ты не умрешь; 25. и если услышат князья, что я разговаривал с тобою, и придут к тебе, и скажут тебе: «скажи нам, что говорил ты царю, не скрой от нас, и мы не предадим тебя смерти, - и также что говорил тебе царь», 26. то скажи им: «я повергнул пред лице царя прошение мое, чтобы не возвращать меня в дом Ионафана, чтобы не умереть там».

Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эй Ҫӳлхуҫа, вара Сана тархасларӑм, [хамӑн] Ҫӳлхуҫама йӑлӑнтӑм: 10. «манӑн юнӑм тӑкӑннинчен, эпӗ вилсе шӑтӑка кӗнинчен мӗн усси?

9. Тогда к Тебе, Господи, взывал я, и Господа [моего] умолял: 10. "что пользы в крови моей, когда я сойду в могилу?

Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех