Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлисемпе (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара, Рахметов та, ӑна хӑйӗн пурнӑҫ йӑлисемпе шухӑшӗсем енчен илсе пӑхсан, тӗрлӗ чинлӑ интеллигенци ҫынни пекех.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Анчах та вӑл хӑйӗн класӗн ҫыннисем пек пурӑнма пӑрахнӑ, улпутсен йӑлисемпе пурӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Ачан ӑсӗпе чӗри пӗрремӗш кӗнекене куриччен малтан пӗтӗмпех ҫав пурнӑҫӑн картинисемпе, ӗҫӗсемпе, йӑлисемпе тулса тӑнӑ.

Ум и сердце ребенка исполнились всех картин, сцен и нравов этого быта прежде, нежели он увидел первую книгу.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗп хуларан аякра, тӑван ҫӗршывӑн йӑваш та ӑшӑ йӑлисемпе ҫемҫе йӗркисене пӑхӑнса ӳснӗскер, тӑванӗсемпе тусӗсен, пӗлӗшӗсен ытамӗнче ҫирӗм ҫул пурӑннӑскер, вӑл ҫемье пурнӑҫне ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ, служба та ӑна ҫемьери пурнӑҫ пекех, сӑмахран, ашшӗ тупӑшсемпе тӑкаксене тетрадь ҫине ӳркевлӗн ҫырса пынӑ пекех пулассӑн туйӑннӑ.

Воспитанный в недрах провинции, среди кротких и теплых нравов и обычаев родины, переходя в течение двадцати лет из объятий в объятия родных, друзей и знакомых, он до того был проникнут семейным началом, что и будущая служба представлялась ему в виде какого-то семейного занятия, вроде, например, ленивого записыванья в тетрадку прихода и расхода, как делывал его отец.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗтем класс пирӗн ҫине пӑхать, урок интереслӗ пулсан та (чукчасен йӑлисемпе пурнӑҫри йӗркисем), Кораблева никам та итлемест.

Весь класс следит за нами, никто не слушает Кораблева, хотя сегодня интересный урок: о нравах и обычаях чукчей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсенче провинцири улпутсен сӑнӗсем, вӗсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсем куҫ умне чӗрӗ пекех сӑнланса тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кӗҫӗннисем ача-пӑча вӑййисене вылярӗҫ, вӑтаммисем — Сурхури, Мӑнкун, Ӗне ырри, Ҫӑварни уявӗсене сӑнларӗҫ, аслисем салтак ӑсатрӗҫ, туй, улах йӑлисемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

ЧПУ яланах хӑйӗн ырӑ йӑлисемпе палӑрса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

30. Хӑвӑртан малтан пурӑннисен ирсӗр йӑлисемпе пурӑнас марччӗ, ҫав йӑласемпе ирсӗрленес марччӗ тесе, Эпӗ хушнине туса тӑрӑр.

30. Итак соблюдайте повеления Мои, чтобы не поступать по гнусным обычаям, по которым поступали прежде вас, и чтобы не оскверняться ими.

Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн хӑйнеевӗрлӗ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ.

Его произведения проникнуты любовью к человеку, к родной земле, к древним традициям и жизненному укладу чувашского народа, его уникальной культуре.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех