Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлара (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн йӑлара ку япала ҫук вара.

— Это не в моих привычках.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Мӗншӗн тесен учительсем уроксенче предметӑн теори пайне хӑйсем тӗпчевсем ирттерсе ҫирӗплетес си йӑлара.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Ҫӳлте илсе кӑтартнӑ юлташ каланӑ пек, вырӑс сӑмахне илтсенех эпир чӑвашла калаҫма пӑрахакан йӑлара мар-ши, тетӗп эпӗ.

Как говорит товарищ, упомянутый свыше, когда мы слышим русское слово, у меня возникает ощущение, будто мы живет в традициях забывающего чувашский язык.

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

Йӑлара Кирила Петровичӑн вӗренмен этем тӑвакан мӗн пур киревсӗр енӗсем пурте палӑрнӑ.

В домашнем быту Кирила Петрович выказывал все пороки человека необразованного.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ютрисене итлесси, вӗсен шухӑшне тӗпе хурасси йӑлара марччӗ тӗп хулара.

Но в столице не было традиции слушать чужих, основываться на их мыслях .

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

«Чи нумай вулакан» конкурс ирттересси йӑлара.

В традиции проведение конкурса "Самый читающий".

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Концерта пуҫтарӑннисене Хирти Мӑнтӑрти культура ҫурчӗн фойинче вырӑнти ӑстасен ал ӗҫӗсем, ҫак ял тӑрӑхне кӗрекен ялсен историйӗпе паллаштаракан информаци стенчӗсем, Людмила Зайцева ертсе пыракан «Хаваслӑ алӑсем» кружока ҫӳрекен ачасен ӗҫӗсем, «Илемлен, юратнӑ Каҫал ен» кӗнеке куравӗ тата йӑлара усӑ курнӑ авалхи япаласен «Чӑвашӑн ылтӑн ҫӳпҫи» куравӗ кӗтсе илчӗҫ.

Собравшихся на концерт встретили ручные работы местных мастеров в фойе дома культуры Полевого Шептахово, информационные стенды, знакомящие с историями деревень входящих в территорию этого сельского поселения, работы детей, ходящих в кружок "Веселые руки", которым руководит Людмила Зайцева, книжная выставка "Хорошей, любимый Западный край" и выставка древних вещей использованных в обычаях "Чувашская золотая кадушка".

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Унӑн шухӑшӗпе - ҫӗнӗ техника йӑлара ҫирӗпленнӗренпе пӗр гени художник та ҫуралман-ха.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Поэтсен, писательсен хушшинче псевдоним илесси йӑлара.

— Среди писателей и поэтов есть традиция псевдонима.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Алӗҫне кӑмӑллакансен ушкӑнӗнче карҫинкка, йӑлара кирлӗ япаласем ҫыхма, тӗрлӗ япала ӑсталама хӑнӑхтарни аслӑ ӑру ҫыннисен пӳрнисене хытма памасть.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫемье династийӗсене Михаил Игнатьев Тав ҫырӑвӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн сехечӗпе тата йӑлара усӑ курмалли техника туянмалли парне картти парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленсе // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫемье династийӗсене Михаил Игнатьев Тав ҫырӑвӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн сехечӗпе тата йӑлара усӑ курмалли техника туянмалли парне картти парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Павловсен ӗҫ стажӗ - 93 ҫул // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хӑйӗн ҫинчен пӗлтересси — йӑлара мар.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӑйӗн ҫинчен пӗлтересси – йӑлара мар.

Куҫарса пулӑш

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех