Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Павловсен ӗҫ стажӗ - 93 ҫул

Автор: Каҫал Ен

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хушнӑ: 2016.05.11 10:19

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 153

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

2016 ҫулта Чӑваш Енре - Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ. Шӑпах Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче ӗҫ династийӗсен республикӑри слетне йӗркелени чи пысӑк мероприятисенчен пӗри пулнӑ. Слета кӑҫалхипе 12-мӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре, культурӑра, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти отрасльте палӑрнӑ 26 династие чысланӑ.

- Раҫҫейпе Чӑваш Ен маттур ӗҫ ҫыннипе пуян. Эсир экономикӑна ҫирӗппӗн аталанса пыма витӗм кӳретӗр. Курӑмлӑн ӗҫленине кура, республика пӗр тан тӑнӑҫлӑ аталанать. Таймапуҫ сире, Чӑваш Енӗн ӗҫчен ҫыннисем", - тенӗ саламласа Михаил Васильевич.

Ҫемье династийӗсене Михаил Игнатьев Тав ҫырӑвӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн сехечӗпе тата йӑлара усӑ курмалли техника туянмалли парне картти парса чысланӑ.

Асӑннӑ слета пирӗн районти Павловсен ҫемйи те хутшӑннӑ. Вӗсен культурӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 93 ҫулпа танлашать. Натальйӑпа Владимир Павловсем Хирти Выҫли культура ҫуртӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Хӗрӗ Татьяна - хореограф. Йӑмӑкӗ, Лариса Носова (Павлова) - районти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ. Павловсем ҫемье династийӗн ӗҫ стажӗ малашне ӳсессе, вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем те культура сферинче ӗҫлессе шанаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех вӗсем пурте юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех