Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ пӳлӗмре лӑс туратлӑ йывӑҫсем тӑратчӗҫ — пӗри вӗҫен кайӑксем валли те тепри сӑсарсемпе пакшасемшӗн, хайсем ятарласа хатӗрленӗ хӑвӑлсемпе те йӑвасемпе.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Савнӑ йывӑҫсем! — нӳрелнӗ куҫсемпе пӑшӑлтатрӗ вӑл.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ак ҫак пӳлӗм, урам, йывӑҫсем, тӳпе, полк командирӗ, Андрусевич поручик, служба, ялав, салтаксем — кусем пурте Эпӗ мар.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йывӑҫсем шӑппӑн чӗтӗренсе илеҫҫӗ те хуллен хумханаҫҫӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен хушшисенче унта та кунта яштака, тӳп-тӳрӗ тирексем, кӗлтумашкӑн тейӗн, турачӗсене тӳпенелле кӑнтарнӑскерсем, тем ҫӳллӗш хӑпарса тӑраҫҫӗ, ватӑ каштансем хӑйсен тӗреклӗ тӑррисене, чатӑр пекрех саркалантарса, анлӑн та мӑнаҫлӑн ывтӑнтарнӑ; йывӑҫсем пуш-пушах-ха, ҫара вуллисем хуран ҫех курӑнаҫҫӗ, ҫапах та куҫа, аран кӑна пулин те, вӗсем чи малтанхи тӗклӗ, савӑнӑҫлӑ симӗслӗхпе саралма пуҫлани палӑрать ӗнтӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Утрав ҫинчи хаяр пуҫлӑхӑн ҫи-пуҫӗ мӗн тери начар пулнине вӗсем ан курччӑр тесе, эпӗ кӑшт аяккарах, йывӑҫсем хыҫнерех, кайрӑм та хытӑ кӑшкӑрса: — Ман пата капитана чӗнӗр-ха! — терӗм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку сукмака йывӑҫсем лартнӑ чухне эпӗ юриех хӑварнӑччӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ лартнӑ йывӑҫсем ҫирӗм ҫул хушшинче сӗм вӑрман пекех ҫитӗнсе ларчӗҫ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кунта йывӑҫсем Англиринчен нумай хӑвӑртрах ӳсеҫҫӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Вӗсем, сэр, ҫав йывӑҫсем айӗнче выртаҫҫӗ, — терӗ капитан, ҫывӑхри вӑрман еннелле кӑтартса.— Они лежат под теми деревьями, сэр, — отвечал капитан, указывая на ближний лесок.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах та тинӗс хӗрринче начар та вӗтӗ йывӑҫсем ҫеҫ ӳсеҫҫӗ.Но у самого берега росли по большей части чахлые и мелкие деревья.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку тӗлӗшпе ӗҫ чарӑнса тӑма пултараймарӗ: утрав ҫинче пит шултра йывӑҫсем ӳсетчӗҫ, вӗсенчен кимӗ кӑна мар, пысӑк флот та туса лартма пулать.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йывӑҫсем хушшине пытнтӑм пулин те, хытӑ шикленетӗп: тискер этемсем, утрав тӑрӑх чупкаласа ҫӳреме тытӑнсан, манӑн акнӑ уйсене, кӗтӗве, ҫурта курсан, кунта ҫынсем пурӑннине часах туйса илме пултараҫҫӗ, вӗсем вара мана шыраса тупмасӑр та чарӑнмӗҫ, тесе хӑрама пуҫларӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ хам ҫурт таврашӗнчи йывӑҫсем хушшине пытанса тӑтӑм, тискер этемсене курас мар тесе, пӗр утӑм ярса пусма та хӑратӑп.Я притаился в роще, окружавшей мой дом, не смея ступить шагу, чтобы не наткнуться на дикарей.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем ҫӳллӗ мар йывӑҫсем ҫинче йӑвасем ҫавӑратчӗҫ, чӗпӗсем кӑларатчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Крепость умне лартнӑ ҫамрӑк йывӑҫсем тахҫанах вӑрман пек ҫитӗнсе ларчӗҫ, ҫав вӑрманта вара тем тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк пурӑнатчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унти йывӑҫсем тӗлӗнмелле хӑвӑрт, калама ҫук вӑйлӑ ӳсрӗҫ — вӗсем витӗр тухса ҫӳреме те ҫук.Совершенно непроходимый — с такой чудовищной, невероятной быстротой разрастались эти деревья.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӗнӗ хӳме тӑвас тесен, йывӑҫсем хушшине шалчасем ҫапса ҫеҫ тухмаллаччӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл йывӑҫсем хӑйсемех те ӗнтӗ мана лайӑх хӳтӗлетчӗҫ.Эти деревья представляли уже и сами по себе надежную защиту.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кайӑксем ҫывӑхри йывӑҫсем ҫине пытанса ларчӗҫ, эпӗ каясса ҫеҫ кӗтсе лараҫҫӗ.Птицы притаились на ближайших деревьях: они ждали, чтобы я ушел.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.