Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишме (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кимӗ тапранса каймаллаччӗ ӗнтӗ, кӗсменсемпе ӗҫлекенсем ишме тытӑнас тесе кӗсменӗсене шывалла усӑнтарнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче пӗри чуна кайса тивмелле хыттӑн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртне ишме тытӑнсан хурах кӑшкӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, пӗве хыҫӗнчен виҫӗ кимӗ ишсе тухать, вӗсем ҫинче — хӗрсемпе каччӑсем; леш енчи ҫырантан икӗ каччӑ шыва сиксе ӑмӑртмалла ишме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ишме ӑстаскер, вӑл путман, вӑй ҫитнӗ таран ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗлип «чӑвашла» ҫеҫ ишме пӗлет: урисемпе ҫапать, аллисемпе шыв айӗнчен туртать.

Хелип умеет плавать только по-собачьи: руками гребет в воде, а ногами бьет по поверхности.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ах, пурнӑҫ — тинӗс: пӗл ишме.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пит савӑк Ҫав иккӗн сывлӑшра ишме: Эс ярӑнатӑн хуммӑн-хуммӑн, Хӗре пит ҫӑмӑллӑн тытса.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тапаҫлантӑр ишме пӗлмен пӑру пек.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн ку эрнере шыв юххине хирӗҫ ишме тивӗ.

На этой неделе вам предстоит столкнуться с самой идеей плыть против течения.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне тӑршшӗпех сире юхӑма хирӗҫ ишме ҫӑмӑл пулмӗ.

Практически всю неделю вам будет сложно плыть против течения, и это легким не будет.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй вӑл воеводӑна Керженец тӗлӗнче Хусан ҫыннисен калама ҫук пысӑк ҫарне тӗл пултӑм тесе хыпарларӗ, воевода кимӗсем ҫинче пулнӑ воинсенчен ҫакна пӗлчӗ: хан тутарсемпе ҫапӑҫӑва кӗмен те иккен, вӗсене курнӑ-курманах пӗтӗм кимӗсене ҫӳлелле ишме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ шывра ишме пӗлеттӗнччӗ-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Кӑваркуҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр енчен, шыва чӑмса лайӑх ишме вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шыв айӗпе сывласа ишме тесе.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Э-э, тӑванӑм, ишме вӗренес текен ҫыннӑн шыва кӗрес пулать! — чарчӗ ӑна Ятламас.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫӑмарта хӑпартни ҫимесӗр пулаймасть пулӗ ҫитесси-и! — хуравлама кӑшкӑрать Макар Степанович, пӗтӗм вӑйпа Шевле хыҫҫӑн брасспа ишме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑвӑла хирӗҫ ишме вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ишме?! — тӗлӗнчӗ Ева.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эс ишме юрататӑн-и? —

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле ишме? — ыйтрӗ Агафья Тихоновна, ун еннелле пӑхма вӑтанса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех