Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

историне (тĕпĕ: истори) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑльял историне те ҫырса пӗтернӗпе пӗрех.

Почти завершил историю деревни Атӑльял .

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш поэзийӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Константин Иванов пӗтӗм тӗнче историне кӗрсе хӑйӗн тата чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗр-ҫӗр ҫула упраса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Юлашки тапхӑрта таврапӗлӳҫӗсем район историне черетлӗ сумлӑ та курӑмлӑ ӗҫсемпе пуянлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Кунтах клуб музейӗнче «Спартакӑн» историне тӗплӗнрех пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ.

Он вошел в историю просвещения как основатель и руководитель учебного заведения в г. Симбирске по подготовке учительских кадров для национальных школ, крупный организатор народного образования в Поволжье, педагог-новатор, теоретик и практик обучения в двуязычной школе.

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

«Хмелеводческое» историне таврӑнар-ха?

Давайте вернемся к истории "Хмелеводческое"?

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӗншӗн шӑпах ҫак ҫула суйласа илнине ӑнланмашкӑн Крым историне, Раҫҫей - Крымшӑн, Крым Раҫҫейшӗн мӗнешкел пысӑк пӗлтерӗшлине пӗлни те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

2014 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗ пирӗн ҫӗршыв историне калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа ҫырӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Шкул ачисем регионсене ҫитсе курнӑ май ҫӗршывӑн историне куҫ умне чылай объективлӑрах кӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫулсем иртсе пынӑ май паянхи ӗҫсем, пулӑмсем историне кӗрсе юлаҫҫӗ.

С годами нынешние дела, события уходят в историю.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Архивра пурнӑҫӑн, пулӑмсен историйӗ упранать. Пирӗн тӗллев - халӑхӑн пуян историне упраса хӑварасси. Планпа килӗшӳллӗн ӗҫ докуменчӗсене пӑхса тӑратпӑр. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси те тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва патриотизмла воспитани парасси ҫине те тимлӗх уйӑратпӑр», - ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ архив ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ӑста ҫын ҫут тӗнчерен кайнӑ, анчах вӑл калӑпланӑ сӑнарсем юлнӑ, вӗсем тӑван театр тата кино историне чаплӑ ӗҫсем пек кӗрсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑшне-пӗрне кино историне кӗрсе юлма пӗр роль те ҫителӗклӗ.

Некоторым чтобы остаться в истории кино достаточно одной роли.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Эпӗ каларӑм ӗнтӗ: Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ республика пурнӑҫӗнчи чи ҫутӑ самант пулса тӑчӗ тата унӑн историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса кӗрсе юлчӗ.

Как я уже сказал, V Международный спортивный форум «Россия – спортивная держава» стал яркой страницей в жизни республики и золотыми буквами вписан в ее историю.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Совет Союзӗн историне тишкернӗччӗ - космоса пӗрремӗш хут вӗҫнинчен пуҫласа перестройка таранччен.

Изучал историю Советского Союза - начиная с первого полёта в космос и до перестройки.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех