Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗкре (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав большевик ирӗкре чухне ҫамрӑксен юхӑмӗ пушшех те вӑйланса пырать.

Пока этот большевик на свободе, молодежное движение будет разгораться все сильнее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав лӑпӑр-лапӑр гимназистсене мӗн пурне пӗрле илсен те, вӗсем эсир ирӗкре пулнине тӑмаҫҫӗ.

Не стоят все эти обыватели-гимназисты, чтобы вы рисковали для них своей свободой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсир ирӗкре пулни пирӗн пӗрлехи ӗҫшӗн ҫав тери хаклӑ.

— Свобода является столь дорогой нашему общему делу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Рабочисен кварталӗсенче пурӑнакансем вара хаваслӑн кулкаласа: «Шыраҫҫӗ — апла пулсан вӗсем ирӗкре. Авӑ епле маттур вӗсем — пирӗн ҫамрӑк пролетарисем!..» тесе шухӑшлӗҫ.

А жители рабочих кварталов будут улыбаться и думать: «Ищут значит, они на свободе. Вот они какие — наши молодые пролетарии!..»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир ай пӗр-пӗр майлӑрах вӑхӑтра директор патне кантура хуллен кӑна пырса кӗретпӗр те: «Сыхланӑр! Ваня юлташ ирӗкре!» тесе каласа хӑваратпӑр.

И вот мы пойдем прямехонько к директору в канцелярию и скажем ему: «Берегитесь! Товарищ Ваня на свободе!»

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Манаймасть ирӗкре тапнине!

Куҫарса пулӑш

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Ик ҫунат хушнине ас тӑвать-ҫке: Манайман вӗҫнине ирӗкре!

Куҫарса пулӑш

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Ку сирӗн ирӗкре!.. — тесе вӗҫлерӗ те шухӑшне ҫынсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халӑх, утрава тара паратӑр-и е сутатӑр-н, ку сирӗн ирӗкре.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман ӑсталӑх сан ирӗкре, чаплӑ та хӑватлӑ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман ирӗкре пуянлӑх, тӳре-шарасем — пурте!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр хамӑр ирӗкре.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирӗкре пурӑнас, пуҫу хулпуҫҫи ҫинче чипер сывӑ ҫӳретӗр тесен, пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗлне, хаклӑ япалусене пух та кӗҫӗрех Урала, Ҫӗпӗре е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре тухса вӗҫтер.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирӗкре юлнӑ юлташӗсене пухса, таврари Чӑваш ялӗсенчи лашасене вӑрлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан пек сарӑплӑ та шанчӑксӑр ҫынсене ирӗкре тытма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ирӗкре!

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине хӑй илсе килнӗ мӑрсасем ирӗкре ҫӳренине курсан Шигалей Адашевпа тата воеводӑсемпе тепре ҫапӑҫса пӑхрӗ, анчах ӑна кунта хуҫа пулса кӑшкӑрса ҫӳреме памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ тек ирӗкре мар.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирӗкре, куҫа-куҫӑн, Иливан Хабибана темиҫе хутчен ҫеҫ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех