Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрле ирттернӗ кашни кунпа, кашни самантпа киленсе пурӑнаҫҫӗ халӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Аса илтеретпӗр: малтанхи сасӑлава «Единая Россия» парти ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Завод уҫмашкӑн площадка шыраса 2,5 ҫул ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Презентаци умӗн ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫейри Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ посолӗпе Тоехиса Кодзукипе тата Японин Раҫҫейпе тата никама пӑхӑнман ҫӗнӗ патшалӑхсемпе суту-илӳ тӑвас енӗпе ӗҫлекен ассоциацийӗн Мускаври представительствин пуҫлӑхӗпе Такафуми Накаипе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑрнар районӗнчи «Правда» колхозра ирттернӗ ялти спортсменсен I спартакиадинче Аслӑ Пӑла тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш тата тутар ҫамрӑкӗсен туслӑ команди нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пушӑ вӑхӑта спорт лапамӗнче ирттернӗ.

Свободное время проводил на спортивной площадке.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кӑҫал та ЧР Ялхуҫалӑх министерстви ирттернӗ конкурса районтан ултӑ ҫын документсем тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Сергейпе Александр Шупашкарта тӗпленнӗ, Виктор хӑйӗн ӗҫлӗ кун-ҫулне сывлӑш-ҫар десанчӗн чаҫӗсенче службӑра ирттернӗ, Ҫурҫӗр Кавказра террористсемпе кӗрешме те тивнӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кашни ялтах субботниксем ирттернӗ, ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе А.Тихоновпа, ветстанци начальникӗпе В.Александровпа пӗрле коллективпа тӗл пулса канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫакӑн пирки банкӑн регион сечӗн департаменчӗн ертӳҫи — аслӑ вице-президенчӗ Михаил Волков Шупашкара килнӗ май республика Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ тӗлпулура та калаҫу хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кашни тӗслӗхрех тӗплӗ экспертизӑсем ирттернӗ — 25 ҫӑхав сӑлтавлӑ пулни палӑрнӑ /2010 ҫулхинчен 11 хут /!/ сахалрах/.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

ОМС территори фончӗ республикӑри сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗпе пӗрле Чӑваш Енри медпулӑшу пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленин уссине 2015 ҫулта ирттернӗ социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Уголовлӑ ӗҫе тӗпченӗ май айӑпланакансем пурӑнакан вырӑнсенче тата вӑйӑ заведенийӗсенче 35 ухтару ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑ палӑртуллӑ: Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерстви тата пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс пирӗншӗн питех те пӗлтерӗшлӗ электротехника енӗпе регионсен хушшинчи вӗренӳ центрне тумалли правӑна ҫӗнсе илме ирттернӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫинчен пӗри пулса тӑчӗ.

Символично, что Чувашия в Год человека труда стала одним из шести победителей конкурса Министерства образования Российской Федерации и международной организации Ворлдскиллс на право создать межрегиональный центр учебных компетенций в перспективном для нас электротехническом направлении.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн ӑру тивӗҫлӗ тӗслӗхсене ӑша хывса ҫитӗннӗ: эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлесе хӑварнӑ, халӑх хуҫалӑхне чӗртсе тӑратнӑ ҫынсене сӑнран пӗлетпӗр.

Наше поколение воспитывалось на достойных примерах: мы лично знакомы с теми, кто пережил военное лихолетье, отстаивал независимость нашей Родины, восстанавливал народное хозяйство страны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

1945 ҫулта Мускаври «Динамо» Англири вӑйлӑ командӑсемпе вӑйӑсем ирттернӗ, ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Англи, Итали, Голланди ҫӗршывӗсенчен килнӗ рабочисем пушӑ вӑхӑтра вӑйӑсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1986 ҫулта Канашри интернат шкулти музей ӗҫченӗсемпе тата икӗ вӗренекенпе пӗрле Альвина Иванова Мурманск хулинче поляри дивизийӗ 45 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ слетра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех