Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яра куна хӑй епле ирттернине те, ҫак пачах пӗлмен тротуар ҫине мӗнле ҫитсе лекнине те вӑл питӗ лайӑх астӑвать.Она отлично помнила, как она провела день и как в конце концов попала на этот незнакомый тротуар.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Уйрӑмах поручик Париж ҫинчен сӳпӗлтетме юратнӑ: унта халӑх мӗн тӑхӑннине те, мӗн ҫинине те, мӗн ӗҫнине те, вӑхӑта мӗнле ирттернине те тишкернӗ.
«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вӑл ҫав Советпа ҫыхланса кайма та пултарнӑ, мӗншӗн тесен Лагутин взводри казаксем хушшинче тӑтӑшах калаҫусем ирттернине, вӗсене пӑсӑк шухӑшсемпе пӑтратнине асӑрханисем пулман мар.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫакӑн пек майпа мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттернине вӑл пӗлмерӗ, картиш енчи чӳречерен сасартӑк юр чӑкӑртатни илтӗнсе кайрӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лена хӑй пирвайхи ҫапӑҫӑва кӗрсе асапланнинчен часах тӳрленсе ҫитрӗ, — ҫӗнӗ ҫапӑҫу вӑл тӳссе ирттернине таҫта инҫете хӑварчӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сталинла ӑслӑ вӗрентӳ акӑ мӗн калать, ертсе пырас ӗҫре ӗҫлеме мӗн пулассине малтанах курса тӑни кирлӗ; ҫавӑн пек курса тӑма ӑна пурӑнса ирттернине, мӗн тунине критикӑлла ӑнланса илекен ҫын кӑна, хӑйӗн решенийӗсене епле пурнӑҫланине ҫирӗппӗн тӗрӗслекен ҫын, чӗрӗ ӗҫ, практикӑллӑ ӗҫ тӗлӗшпе ҫав решенисем епле тӗрӗс е йӑнӑш пулнине пӗлекен ҫын кӑна, хӑйне те, ыттисене те кунран-кун тӗрӗслесе тӑма, хӑйӗн тата ыттисен плюсӗсемпе минусӗсене тӗрӗс виҫме-шайлаштарма пӗлекен ҫын кӑна пултарать тата вӑй ҫитерет.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпир «сухалани тӑрӑх сухалама» пуҫлатпӑр, урӑхла каласан, ҫакӑн пек куллен пулакан тата пурте пӗлекен фактсене, калӑпӑр, пуху ирттернине, тӗрӗссипе, пухӑва хӑйне мар, ӑна ирттерме хатӗрленнине ҫеҫ… ҫырса кӑтартма пуҫлатпӑр пулсан, ҫакӑн пек илемлӗнех мар тата ытлашши тӗрӗсех те мар танлаштарса пӑхни пире кӑштах тӳрре кӑларассӑн туйӑнать.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хыҫалта ларакан партизансем те Бояркин ҫурӑмӗ курпунланса кӗнине курсан, хӑйсен командирӗ йывӑр минутсем тӳссе ирттернине туйса илчӗҫ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑ вара ӑна килӗнче ҫӗр ирттернине, Марийкӑна, мӗнпур тӑванӗсене аса илтерчӗ.И вспомнил он о той ночи, что провел дома, о Марийке, о всех родных.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Пӗлместӗп, турри мана темле ҫӑлса хӑварчӗ, — терӗ малалла Ерофей Кузьмич, Лозневой мӗн каланине итлемесӗр, вара хӑй хальтерех кӑна чӑтса ирттернине астуса илнӗ пек пулса, куҫӗсене хупрӗ те сухалне хурлӑхлӑн силлентерсе илчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ку мана ҫак утрав ҫинче хам пӗрремӗш куна мӗнле пурӑнса ирттернине аса илтерчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ыттисем, ҫывӑх тус-юлташсем пулсан та, тӳссе ирттернине чӑтса ирттермешкӗн мӗн тесен те ҫӑмӑлтарах пек.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн хӑйӗн те унпа калаҫасси килетчӗ, мӗн курса-чӑтса ирттернине хӑйӗн савнӑ тусне каласа парасси килетчӗ, — чӗри питех уҫӑ-ҫке унӑн.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗнле пурӑннине те ыйтса пӗлмерӗм-ҫке, — ҫак иртнӗ уйӑхсем мана калама ҫук вӑрӑм пек те вӗҫӗмсӗр пек туйӑнчӗҫ, — эс мӗн-мӗн чӑтса ирттернине те ыйтса пӗлмерӗм!
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗҫӗрхи каҫ вӑл чӑтса-тӳссе те хӑраса ирттернине каласа та пӗтерес ҫук, мӗн курса асапланни ӑна тӗлӗк пек туйӑна пуҫларӗ.В этот вечер он натерпелся такого страха и так измучился, что ему стало казаться, будто все это сон.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӑмрӑкҫӑсем Огняновӑн шурӑхнӑ сӑнарне пӑхса хӗрхенсе илчӗҫ, вӑл вара хӑй мӗн чӑтса ирттернине кӗскен те пулин кала-кала кӑтартрӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑнах та, тӗлӗнмелле пек ҫав, анчах ку ҫамрӑксемпе мӗншӗн ун чухлӗ вӑхӑта ирттернине, вӗсем ҫине епле пӑхнине тӗплӗн пӗлмен ҫынсемшӗн ҫеҫ ҫапла вӑл.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иккӗшне те; калаканнине те, итлекеннине те йывӑр — эпӗ халӗ эсир нумай тӳссе ирттернине пӗлетӗп, анчах эпӗ илтмесӗрех те йӑлтах ӑнланатӑп, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире ку таранчченхинчен сахалтарах мар, ытларах та хисеплӗп.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арӑмӗ, тӗреклӗ те самӑрскер, стариккине пӑскӑртас ӗҫре питех те хаярскер, мучие килте епле кӗтсе илнине, имшеркке Щукарь хӑйӗн ӑнӑҫсӑр туяннӑ кӗсрине пула мӗн-мӗн тӳссе ирттернине — вӑл вӑхӑтра Щукарьпе туслӑ пурӑннӑ атӑ ӑсти Локатеев калашле — «никам та илтмен те, курман та».
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун чӗри тӳссе ирттернине никам та пӗлмерӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956