Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӗмсӗр тӗрӗксем мӗнле ирсӗр шухӑш тытнине мелник тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ.Мельник давно понял, какой гнусный умысел скрывается за этим неуклюжим обманом.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пехливан-ага, ҫур ҫӗр иртнӗ-ҫке халь, хулари хупахсене пӗтӗмпе хупса пӗтернӗ ӗнтӗ, — терӗ мелник, хӑй ҫавӑнтах Марийкӑна ҫак ирсӗр ҫынсемпе хӑварасран хӑраса ӳкрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эмексиз-Пехливан усал ҫын, ун пек усаллине тӗнче те урӑх курман, хӑйӗн ирсӗр «паттӑрлӑхӗпе» таврари халӑха кунӗн-ҫӗрен хӑратса ҫӳрет.Эмексиз-Пехливан — злодей, каких свет не видывал, — днем и ночью наводил ужас на окрестных жителей.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах чаплӑ революционерӑн паттӑрлӑхне, ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне, ҫутӑ ӗмӗтне ирсӗр тӗрме те хавшатайман.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
— Анчах уншӑн ӑна каҫарас пулать, — вӑл пиртен пилӗкҫӗр ҫул каялла пурӑннӑ вӗт; пире питӗ ирсӗр пек, намӑслӑ пек туйӑнакан япала ун чухне килӗшӳсӗр япала шутланман.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ, кунсӑр пуҫне, тата акӑ мӗн асӑрхатӑп: витӗр куракан вулавҫӑран хӗрарӑм пилӗк минут хушшинчех Боккаччионӑн пӗтӗм произведенийӗсенче тупайман чухлӗ питӗ тирпейлӗ каланӑ ирсӗр сӑмахсем илтме пултарать, анчах Боккаччионӑнни пек ҫутӑ, уҫӑ, таса шухӑшсем унран, паллах, пӗрре те илтеймӗ); унӑн таланчӗ ҫав тери пысӑк тесе, эсӗ, савниҫӗм, тӗрӗс каларӑн.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирсӗр ӗҫсем тумаҫҫӗ, сасартӑках хӑраса ӳкмеҫҫӗ, ытти ахаль ҫынсем пекех тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, ҫав кӑмӑл хушнӑ тӑрӑх ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑ ҫеҫ — тупнӑ тӗлӗнмелле паттӑрлӑх, чӑнах та!
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл пӑсӑлнӑ туйӑм, суя туйӑм, ирсӗр туйӑм; эпӗ хамӑн кӗпе-йӗме никама та тӑхӑнма памастӑп, никама та хамӑн мундштукран турттармастӑп; кӗвӗҫни те ҫакӑнпа пӗрех ӗнтӗ; кӗвӗҫӳ вӑл — ҫынна хамӑр япала вырӑнне шутланинчен пулнӑ туйӑм.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ирсӗр ҫемҫешке» тенӗ вӑл ҫавна.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллӑ ӗнтӗ, вӑл питех те йӗркеллӗ ҫын; епле ирсӗр ҫын пулса тӑма пултарнӑ-ха вӑл?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна пула пушшех тата хытӑрах мӗн те пулин тӑвас килсе каять кӑна, — ку вӑл е сиенлӗ, е суя ҫул-йӗр, — ку вӑл сиенлӗ те, ирсӗр те, е вӑл, пӗтсе ларса, хӑйпе пӗрле пурнӑҫа та пӗтерсе хурать, — ҫакӑ вара шел.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑнланатӑн-и эсӗ, мӗнле те пулин ҫынна, ну хуть хӗрарӑма, ҫак пирӗн шутпа кирлӗ мар тата чӑнахах та кирлӗ мар япаласем кӑтартни, — ну, кирек мӗнле япала пулсан та, пурпӗрех, — ҫавна кӑтартни сӗмсӗр, ирсӗр, намӑссӑр ӗҫ пулнине ӑнланатӑн-и эсӗ?
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл санӑн енчен намӑса пӗлмесӗр тунӑ ирсӗр ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ, эсӗ ҫыннӑн пурнӑҫ лӑпкӑлӑхне туртса илнӗ пулӑттӑн.Ведь это было бы с твоей стороны низким злодейством, ведь ты отнял бы спокойствие жизни у человека.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сана ирсӗр ӗҫ тума шухӑш тытнӑ ухмах ҫын иккенне кӑтартса парас пулать.Надобно показать тебе, что ты сумасшедший, задумавший гадкое дело.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ ухмахла, ирсӗр ӗҫ пуҫласа яратӑн.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Чӑнах; эпӗ ӑна, ирсӗрскере, питӗ тав тӑватӑп: ирсӗр мар вӑл, лайӑх.— Правда; я ей очень благодарна, этой гадкой: она не гадкая, хорошая.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне эпӗ ҫав ирсӗр те хӑрушӑ тӗлӗке курман пулӑттӑм, ирсӗрскер, асра тытас килмест манӑн ӑна!Тогда мне не приснился бы этот гадкий сон, страшный, гадкий, я не хочу помнить его!
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ирсӗр!
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл та эпӗ вӗреннӗ грамматика тӑрӑхах вӗреннӗ пулас: унта вӗсене чарӑну паллисем лартма илсе кӑтартнӑ; грамматикӑра ҫавӑн пек сӑвӑсем илсе кӑтартни епле ухмахла ӗҫ вӑл, хуть сӑввисем ун пекех ирсӗр пулас марччӗ; анчах сӑвӑсем ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар, вӑл мӗнле юрланине итлес пулать:
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахӗсем епле кулӑшла, ӑҫтан тупнӑ-ха вӑл ун пек ирсӗр сӑвӑсене?Но какие же смешные слова, и откуда она выкопала такие пошлые стишки?