Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

интереслентерме (тĕпĕ: интереслентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхозниксене ӗҫпе интереслентерме, вӗсене ӗҫӗн пуласлӑхне кӑтартма мӗн тунӑ эсӗ?

И что ты сделал для того, чтобы заинтересовать колхозников работой и показать им ее перспективы?

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Анчах мӗн интереслентерме пултартӑр-ха сире, Марья Николаевна?..

— Но, Марья Николаевна, что может быть для вас интересного…

XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Анчах унӑн фаунипе флори ҫанталӑк тӗпчевҫине нумайччен интереслентерме пултараймасть.

Но фауна и флора его не могут надолго приковать внимание естествоиспытателя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку Толькӑна интереслентерме пуҫларӗ.

Это становилось интересным для Тольки.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Одинцовӑна интереслентерме вӑй ҫитменнине туйнӑ вӑл, унпа иккӗшех юлсан, именсе ҫухалса кайнӑ; лешӗ те Аркадие нимӗн калама пӗлмен: Аркади уншӑн ытла ҫамрӑк пулнӑ.

Он чувствовал, что не в силах занять Одинцову; он робел и терялся, когда оставался с ней наедине; и она не знала, что ему сказать: он был слишком для нее молод.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫапла, вӑл япала манӑн чӑнах та ҫук; анчах ҫак япаласем мана геологи енӗпе, тӗслӗхрен, тусен форми тӗлӗшӗнчен интереслентерме пултарчӗҫ.

Да, во мне действительно его нет; но эти виды могли меня заинтересовать с точки зрения геологической, с точки зрения формации гор, например.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ сирӗн альбомра Саксонн Швейцарийӗн ӳкерчӗкӗсене пӑхрӑм, эсир мана ку интереслентерме пултараймасть терӗр.

Я рассматривал виды Саксонской Швейцарии в вашем альбоме, а вы мне заметили, что это меня занять не может.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Акӑ мӗн тума, — терӗ вӑл, нихӑҫан та хӑйӗнчен аялта тӑракан ҫынсен сӑмахӗ май пыман тата вӗсем умӗнче хӑйне хӑй ирӗклӗн тытнӑ пулин те, часах хӑйне шанма тата хӑйпе интереслентерме пултарнӑ Базаров: — эпӗ шапа ӑшне касса уҫатӑп та, унӑн ӑшӗнче мӗн пуррине пӑхатӑп; эпир те санпа иксӗмӗр ҫав шапасем пекех, анчах урасем ҫинче утнипе кӑна уйрӑм тӑратпӑр, ҫакна туса эпӗ хамӑр ӑшра мӗн пуррине те пӗлме пултаратӑп.

— А вот на что, — отвечал ему Базаров, который владел особенным уменьем возбуждать к себе доверие в людях низших, хотя он никогда не потакал им и обходился с ними небрежно, — я лягушку распластаю да посмотрю, что у нее там внутри делается; а так как мы с тобой те же лягушки, только что на ногах ходим, я и буду знать, что и у нас внутри делается.

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Класри чылай ачасене интереслентерме ӗлкӗрнӗ учитель сывлӑшӗ пӳлӗннипе кӗрешсе, хӑй те хӗрсе калаҫнӑ вӑхӑтра кайри кӗтесре шав пуҫланчӗ.

Пока он говорил так, борясь со своей одышкой, зажигаясь сам и сумев уже увлечь часть класса, в отдаленном углу разрастался шум.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗтмен ҫӗртен вӑраннипе манӑҫа юлнӑ тӗлӗк пек пӑтрашӑнчӗ унӑн сӑнарӗ, пӑтрашӑнчӗ те йӑлтах ҫухалчӗ; куҫ умӗнчи карӑм сирӗлсе анчӗ, тинех ӑна мӗн курмалли пит лайӑх палӑрса тӑрать, мӗн пурри пӗтӗмпе ӑнланмалла пек, кулленхи кашни пулӑм та кашни пусӑм ӑна интереслентерме тытӑнчӗ.

Бледный, безжизненный и бесплотный, он терялся в беспредельной мгле, как сон, развеянный внезапным пробуждением; и Кандову казалось, будто он очнулся от сна, родился вновь; пелена спала с его глаз, теперь он все видел ясно, все понимал, интересовался всем окружающим, всеми мелочами жизни.

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак сӑмахсем мана питӗ те интереслентерме пуҫларӗҫ.

Словом, он действительно заинтересовал меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗтмеллех пулать ӗнтӗ, е кирлех пулсан, тата темиҫе страницӑ, сиктерӗр те вулӑр, анчах эпӗ сире ун пек тума сӗнместӗп, мӗншӗн тесен Крестовой Ту урлӑ каҫасси (е Гамба ятлӑ ученӑй каларӗшле Ze Tonst-Chustophe) сире интереслентерме тивӗҫлӗ.

Итак, погодите или, если хотите, переверните несколько страниц, только я вам этого не советую, потому что переезд через Крестовую гору (или, как называет ее ученый Гамба, le mont St.-Christophe) достоин вашего любопытства.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав савӑнӑҫ сирӗлсе кайиччен Том вӗсене ҫӗнӗ япала шухӑшласа кӑларнипе интереслентерме васкарӗ.

Пока этот проблеск не угас, Том успел заинтересовать их новой выдумкой.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех