Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

именерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та хӑй ҫырнӑ заметкине аллипе хупларӗ те именерех каларӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Халь ун чухне калаҫнисем тӗрӗсе тухнине ӗненсен, Матӗрне сӗннӗ вырӑна йышӑнма именерех тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ ирттерсе мухтатӑн, Евдокия Ларионовна, — ун сӑмахӗсем тем пекех савӑнтарчӗҫ пулин те, именерех хуравларӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Залпа куҫа-куҫӑн тӑма хӑнӑхманскер, хӑйне именерех тытрӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инесса ют хваттере именерех кӗчӗ, ваннӑй алӑкӗ ҫумӗнче хӑюсӑррӑн чарӑнса тӑчӗ: «Килтӗм ак эп…»

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Пурнӑҫ курки» юрӑ ултавлӑрах майпа кун ҫути курни ҫинчен сана те каласа кӑтартрӑм, те — ҫук, лайӑххӑн астумастӑп, — именерех сӑмах пуҫарчӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ах, турӑ пул, Микихвӗр Ильиччӑ, каҫар мана, — именерех сӑмах хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ун пекех чӑрманмалла мар-мӗн, — именерех мӑкӑртатрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Виҫҫӗмӗш, — именерех хуравларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сехет пур манӑн, — именерех пӗлтерчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫине тӑрсан кирек ӑҫта та ӗҫлеме пулать пуль, — именерех хуравларӗ Вера.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ирӑна ҫухрӑмранах палласа илетӗп пуль-ха, — именерех мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах пӗр-ик куркаранах: — «Ҫитет» — тесе тав тӑвать, Халалласа Урхана Куркине вӑл тавӑрать, Именерех, васкарах Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Правление Ванюк пӑлханнӑ чӗрепе кӗчӗ, хӑй ҫара кайса килнӗ пулсан та, аслӑ ҫынсемпе калаҫма вӑл кӑшт именерех парать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, — пӑртакҫӑ именерех хуравларӗ Виктор, ыттисем пекех урайне вырнаҫса ларнӑ мӑй.

— Знаю, знаю, — несколько смущенно ответил Виктор, как и все остальные усаживаясь на пол.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анук ырӑ кӑмӑлӗн туртӑмне сирсе: — Микула, тен, эсӗ мана чыслӑ хӗр тесе шутламастӑн?.. — терӗ хуллен те именерех.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куҫкӗретех кулмасан юрамӗ-ши? — кӑштах именерех те кулкаласа каларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ытлашши ан мухта, тусӑм, — именерех каларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Нимӗн те чухлаймарӑм-ха, Лукерья Семеновна, — хуҫа арӑмне хускатнӑшӑн хӑй айӑплӑ пек именерех каларӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та вӗсем ваттисем патне кӑшт именерех пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех