Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ещӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ещӗк (тĕпĕ: ещӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лутра Михаля, хӑйне лайӑхрах курӑнтӑр тесе, пӗр ҫӗмрӗк ещӗк ҫине хӑпарса тӑрасшӑн пулчӗ, ещӗкӗ йӑтӑнса анчӗ те, Михаля персе ӳкрӗ.

Низкорослый Михаля, чтобы лучше видеть, хотел было взобраться на разбитый ящик, но ящик развалился, и Михаля неловко плюхнулся на землю.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Михаля икӗ пушӑ ещӗк тупрӗ, ещӗксем ҫине хӑма сартарчӗ, ялти хисеплӗ ҫынсем валли сак пулса та тӑчӗ.

Михаля расторопно притащил два ящика, уложил на них широкую доску, пригласил именитых людей присаживаться.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн картишӗнче халӗ те йывӑҫ сухапуҫ, кивӗ сӳре — ӑна та йывӑҫран тунӑ, шӑлӗсем ҫеҫ тимӗр — курма пулать; картиш варринче картлӑ-картлӑ тем йывӑрӑш чул каток выртать, — пӗр тонна та туртать пуль, Глафира аппа епле илсе пынӑ-ши ӑна — уйрӑм хуҫалӑх вӑхӑтӗнче ун пек катокпа йӗтем ҫинче тулӑ е сӗлӗ ҫапнӑ; лери кӗтесре, лупас айӗнче, тукунсӑр урапасен виҫӗ кӳпчекне йӗркеллӗ таянтарса хунӑ, унтах шултра сӳре шӑлӗсем тултарнӑ ещӗк, лаша таканламалли тӑватӑ кӗтеслӗ пӑта тултарнӑ тепӗр ещӗк лараҫҫӗ, тутӑхнӑ урапа тевӗшӗсем тӑваттӑ выртаҫҫӗ; лупас айӗнче, йывӑҫ пӑтасем ҫинче икӗ хӑмӑт, йӗвенсем, йӗнерчӗк, урхалӑхсем, чӳлӗксем тата хырӑмлӑхсем — кусем вара темшӗн улттӑ — ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; пӗр кӗтесре тем пысӑкӑш арман чулӗ пур.

На ее дворе можно и сейчас увидеть деревянную соху, старую борону, тоже деревянную с железными лишь зубьями; посреди двора валялся тяжеленный, весом в тонну, — как тетеньку Глафиру угораздило притащить его? — зубчатый каменный каток, каким в единоличные времена молотили на гумнах пшеницу либо овес; в дальнем углу под поветью были аккуратно сложены три ступицы от колеса со спицами, но без ободьев, ящик с большими бороньими зубьями, ящик четырехгранных гвоздиков, какими подковывают лошадей, четыре заржавленных тележных тяжа; там же, под крышей повети, на деревянных гвоздях висело два хомута с уздечками, седелкой, чересседельниками, супонями и почему-то шестью подпругами, а в одном угольнике — огромный жернов.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Курать Плохиш: сӑрт леш енче тем чухлӗ ещӗк купаланса выртать, ҫав ещӗксенче вара хура бомбӑсем, шурӑ снарядсем, сарӑ патронсем пулнӑ.

И видит Плохиш, что лежит за горкой громада ящиков, а спрятаны в тех ящиках чёрные бомбы, белые снаряды да жёлтые патроны.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Ватӑ кашкӑр хӑюллӑрах пулнӑ, вӑл ещӗк патне пынӑ та ещӗк ҫурӑкӗнчен шӑршлама тытӑннӑ…

Старший волк осмелился, подошел к ящику, приставил нос свой к щелке.

Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Кашкӑрсем ҫав ещӗк хыҫҫӑн асӑрханса пыраҫҫӗ, ещӗк тарӑн юр ҫине кӗрсен, кашкӑрсен куҫӗ умӗнчех вӑл аяларах та аяларах анса ларма тытӑннӑ.

Пошли волки осторожно за ящиком, и как только этот ящик попал на глубокий снег, на глазах волков он стал нижеть и нижеть.

Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Ҫунашки ҫинче тем пысӑкӑш ещӗк ларнӑ, ещӗкӗнче тап-таса тултарнӑ хура тӑпра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Пирӗн йывӑр ещӗк ҫырма урлӑ, вӗтлӗхсем ҫинчен снаряд пек вӗҫсе кайрӗ те линейка ҫине пырса ҫапӑнчӗ, ещӗк хӑмисем чӑл-пар саланса кайрӗҫ.

Тяжеленный ящик, как снаряд, пронесся над рекой, мелькнул над прибрежными кустами, снизился над линейкой и с такой силой треснулся о землю, что доски, из которых он был сколочен, полетели в разные стороны.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Ҫамрӑк йывӑҫсем — пӗрисем ҫап-ҫара хулӑ пек, кушӑрка та ҫӳхе хупӑллӑскерсем, теприсем, кӑштах хӗрлӗрех сарӑ ҫулҫӑллӑскерсем — тӑррисемпе ещӗк айккисенелле тӗршӗнсе урлӑн выртаҫҫӗ, кӑштах тӑпраллӑрах тымарӗсем — ещӗк тӗпӗнче.

Деревца, одни совсем голые, как хворостинка, с тонкой, лоснящейся коркой, другие в красноватых и желтых листьях, лежали наискось, верхушками на боковинах ящика; корешки, слегка присыпанные землей, сходились на дне подводы.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫыхӑсене салтсан, унтан ҫак япаласем тухрӗҫ: тем пысӑкӑш тӑварланӑ какай татӑкӗсем — вуниккӗ, сысна какайӗ — ултӑ татӑк, пӑрҫа — пӗр михӗ, ҫӗр кӗрепенкке яхӑн сухари; кунсӑр пуҫне тата пӗр ещӗк сахӑр, пӗр ещӗк ҫӑнӑх, пӗр михӗ лимон, икӗ кӗленче савӑт лимон сӗткенӗ.

В тюках оказалось: двенадцать огромных кусков солонины, шесть окороков ветчины, мешок гороха, около ста фунтов сухарей; он привез мне также ящик сахару, ящик муки, мешок лимонов и две бутылки лимонного сока.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ.

Через полчаса Давыдов бережно разложил возле ямы четыре цинки с пулеметными лентами, винтовку, початый ящик винтовочных патронов и восемь ручных гранат с капсюлями, завернутыми в полусопревший кусок клеенки.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла, юлташсем посылка пекки ярса панӑ… — вӑл пӗшкӗнчӗ, кровать айӗнчен пӗр ещӗк туртса кӑларчӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, ещӗк хупӑлчине уҫса хучӗ.

Да, посылочку от ребят… — Он нагнулся, вытащил из-под кровати ящик и, багровый от удовольствия, поднял крышку.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшне ҫӑнӑх миххине ҫавӑркаланӑ пек тыткаланӑ хушӑра эпӗ ачана сӑнарӑм, вӑл урайӗнче, чӳрече патӗнче ларать, ун умӗнче — хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑ ещӗк, ещӗкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ОСТОРОЖНО Т-ВО Н. Р. и К° — тесе ҫырнӑ.

Возясь с его матерью, как с мешком муки, я наблюдал за ним; он сидел на полу, под окном, в ящике из толстых досок с черной — печатными буквами — надписью: ОСТОРОЖНО Т-во Н. Р. и К°

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Хӑшпӗр япалисем «палатка» патӗнчеччӗ — унта спирт лампочки, кашӑк, йывӑҫран тунӑ ещӗк, ещӗкӗнче тӗрлӗ арӑш-пирӗш, сӑмах май каласан, парусина ҫӗлемелли хӑйсем ал-вӗҫҫӗн ҫеҫ тукаланӑ темиҫе хулӑн йӗп.

Часть вещей валялась около «палатки» — спиртовая лампочка, ложка, деревянный ящичек, в котором лежало много всякой всячины и, между прочим, несколько толстых, тоже самодельных парусных игл.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вакунран пире ещӗк илсе тухтараканни! — палласа илчӗ Венюк ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Милиционер ҫав тери васкасан та ик-виҫ сӑмах каласа хӑварчех: темле ҫын ачасене пломба ваттарса вакунран ещӗк ҫӗклеттерсе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Юлташсем, кунтан ещӗк ҫӗкленӗ ҫын чупса иртнине курмарӑр-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Унтан, пӗрер ещӗк илсе тухатӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ырӑ ҫын кам сана вакунтан ещӗк илсе тухма хушать?

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Вакунран ещӗк ҫӗклесе тухма йывӑр-и-мӗн пире?

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех