Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ертӳҫин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пурте Шупашкарти хорӑн, ҫавӑн пекех унӑн илемлӗх ертӳҫин тата тӗп дирижерӗн Морис Яклашкинӑн ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫавна май аваллӑх управҫин ертӳҫин Ирина Мартыновӑн вырӑсла та, чӑвашла та ӑнлантарма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Тилхепене РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш заместителӗ пулнӑ Вячеслав Володин тытӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ӑна йӗркеленӗ организацисен икӗ ертӳҫин квалификацийӗ тивӗҫтермест тесе хак панӑ.

Расценено, что квалификация двух руководителей организаций создавших его, не соответствует занимаемой должности.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Медтӗрӗслев йӗркелеменшӗн хуҫалӑх ертӳҫин явап тытма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

63 ҫулта чухне тин «Чӑвашремстрой» пӗрлешӗвӗн ертӳҫин заместителӗнче ӗҫлеме куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

в) 5-мӗш пайра «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн республика резервне тытса пыракан органӗн ертӳҫин йышӑнӑвӗпе» сӑмахсене «полномочиллӗ органсен ертӳҫисен йышӑнӑвӗсемпе» сӑмахсемпе улӑштарас, ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса хурас: «Республика резервӗнчен пурлӑха кивҫене илнӗшӗн тӳлемелли тӳлев виҫи пирки ҫавнашкал тӗслӗхсенче Чӑваш Республикин Финанс министерствипе тата Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министертвипе килӗшсе татӑлмалла.»;

г) в части 5 слова "решения руководителя органа исполнительной власти Чувашской Республики, осуществляющего управление республиканским резервом" заменить словами "решений руководителей уполномоченных органов", дополнить предложением следующего содержания: "Размер платы за заимствование материальных ценностей из республиканского резерва в этих случаях согласовывается с Министерством финансов Чувашской Республики и Министерством экономического развития, промышленности и торговли Чувашской Республики.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пурӑна киле «Изумруд» ертӳҫин ҫак ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ тесе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫаплах «Изумруд» ҫитӗнӗвӗсенче те чи малтанах унӑн ертӳҫин тата ташӑсем лартаканӗн Лилия Шарафутдиновӑн тӳпине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗҫлӗ ҫӳреве Чӑвашстат ертӳҫин ҫумӗ Любовь Петрова, ял хуҫалӑх тата тӑван тавралӑх статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ Эмма Егорова хутшӑнчӗҫ, ҫыравпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ӑнлантарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ырӑ ӗҫ пуҫаруҫисем — Етӗрнери библиотека директорӗ Нина Долгова, «Ленинская искра» колхоз ертӳҫин заместителӗнче ӗҫленӗ Николай Сапожников тата Тури Ачак шкулӗн учителӗ Татьяна Яжейкина.

Зачинатели доброго дела - директор Ядринской библиотеки Нина Долгова, бывший заместитель руководителя колхоза "Ленинская искра" и учительница школы Верхние Ачаки Татьяна Яжейкина.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ӑна ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе Чӑвашстат йӗркеленӗ пресс-конференцире асӑннӑ тытӑм ертӳҫин заместителӗ Любовь Петрова хатӗрленӳ ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Район администраци пуҫлӑхӗ Риф Юсупов «Базы» хуҫалӑх ертӳҫин укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Людмила Давлетована «Чекмагуш район умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑпа, Азат Ардаширов ветфельдшерпа Гульзамина Ганиева сӗт сӑвакан оператора район администрацин Хисеп хучӗсемпе, Ильшат Хайруллин водителе Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Чӗрчун тӗнчипе ҫут ҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑкӗсене хӳтӗлекен тата вӗсемпе усӑ курассине йӗркелекен дирекци ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркӗн наукӑн аслӑ сотрудникӗ Ринур Бекмансуров ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Муркаш районӗсенчи вӑрманта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хальлӗхе ҫитермелӗх кӑна ешӗл курӑк ҫулатпӑр, - каласа парать федерацин унитарлӑ предприяти ертӳҫин заместителӗ Николай Сергеев.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫин Крета Валицкаян аллинчен Хисеп хучӗ те илнӗ.

Получила Почетную грамоту из рук руководителя республиканским Женским советом Креты Валицкой.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче районти «Игенче» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ф.Ф.Амирханов‚ районти вӗрентӳ уйрӑмӗн методисчӗ В.В.Давлетова‚ «Базы» СПК ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.С.Тимофеев пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫемье кунне халалланӑ уявра Толстовсем Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫин Алина Ежеева аллинчен амӑшӗн капиталӗн сертификатне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех