Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑк выляса тӑрать, вӑрмансем витӗр курӑнаҫҫӗ, вӗсен леш енче тинӗспе ту хысакӗсем, тусемпе тинӗс леш енче — пӗлӗт.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тепӗр енче Факс бухти сарӑлса выртать, бухтӑн ҫурҫӗр енче Снеффельс ятлӑ пысӑк глетер курӑнса тӑрать; ҫав вӑхӑтрах бухтӑра пӗртен-пӗр «Валкирия» ҫеҫ якӑр ярса тӑнӑ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗр енче инҫетре симӗс уй-хирсем курӑнаҫҫӗ, тепӗр енче — аслӑ тинӗс хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртать.По одну сторону, вдалеке, виднелись зеленеющие поля, по другую — сверкающее в лучах солнца море.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ак ҫак енче вӗт, ҫак енче.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тӗттӗмрех те кӑшт кӗрхи сӑнпа тутӑхнӑ вӑрман ун патнелле виҫӗ енчен ҫывхарать, тӑваттӑмӗш енче ҫырма тӑсӑлса выртать, ҫырман леш енче тепӗр сӑрт симӗс хум пек ҫӗкленсе выртать.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Васкамасӑр шӑвакан агрегатсем ҫулӑн е пӗр енче, е тепӗр енче туха-туха тӑнӑ.Неторопливые агрегаты возникали то с одной, то с другой стороны дороги.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Пирӗн ҫӗрсем вӑрман леш енче, ҫурҫӗр енче, ҫавӑнпа эпир ака ӗҫне сирӗнтен пӗр-икӗ кун каярах юлса пуҫлатпӑр.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Акӑ, пӑхӑр, панӗ начальник, пӗр енче — сирӗн приказӑр, тепӗр енче — воззвани.Извольте видеть, пане начальник, на одной стороне ваш приказ, а на другой — воззвание.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ку вӑл сылтӑм енче курӑннӑ, сулахай енче вара, инҫех те мар, хӗрарӑм кӗлеткийӗ ҫӳле ҫӗкленсе тӑнӑ.Это было направо, а налево уже совсем близко высилась фигура женщины.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хальхинче вӑл аллисене уснӑ, ҫавӑнпа вырӑн нумай йышӑнмасть, мӗншӗн тесен пӗр енче унпа юнашар — Костя вожатӑй, ҫап-ҫамрӑк кӑна ҫын, тепӗр енче директор, ырӑ кӑмӑллӑ ватӑ ҫын, тӑраҫҫӗ.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сехетпе юнашар, сылтӑм енче те, сулахай енче те, тинӗс леш енчи пысӑк попугайсем лараҫҫӗ, вӗсене пурӑран тунӑ пулас, нумай тӗспе чӑпарлатса сӑрланӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ сулахай енче шыратӑп, эсӗ сылтӑм енче.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫтарса тухнӑ артиллери пекех, ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче те кунта килме тухнӑ, артиллери валли вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл Саша енче, сулахайра мар, сылтӑм енче.Оказывается, Шукурбек был не слева, там, где Саша, а справа.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи сӑртсем чӑнкӑ хӑпараҫҫӗ, вӗсем ҫинче нимӗн те ӳсмест; ҫурҫӗр енче инҫетре — йывӑҫсем ӳсекен темиҫе сӑрт курӑнаҫҫӗ; хӗвелтухӑҫӗнче — тӳрем вырӑн сарӑлса выртать, унӑн тӑрӑх ҫӗлен пек авкаланса ҫул иртет, ҫав ҫулӑн икӗ айӑккипе йывӑҫсем лартса тухнӑ; кӑнтӑрта — вӑрман тепӗр енче — вулкан конусӗсем мӑнаҫлӑн курӑнса лараҫҫӗ; тепӗр чухне океанри циклонсенчен те кая мар ашкӑнакан тӑвӑлсемпе чӗтренекен шывсен анлӑшӗ ҫакӑнта пӗтет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Утравсен хушши вӑтӑр виҫӗ миль, Амстердам, урӑхла святой Петр утравӗ, ҫурҫӗр енче тӑрать, кӑнтӑр енче — святой Павел утравӗ.На севере расположен остров Амстердам, или Св. Петра, на юге — остров Св. Павла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтан кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче 80 мильре Недоступная утравӗ пур, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче 10 мильре — Соловей утравӗ пур, ҫакӑнпа Атланти океанӗнчи пӗчченлӗ пӗчӗк утравсен архипелагӗ вӗҫленет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӑл енче те… тепӗр енче те! — тӑсса каларӗ Алька.— И в той стороне… и в другой стороне… — протяжно сказал Алька.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Нумайччен чуптуса тӑма унӑн вӑхӑт пулмарӗ, мӗншӗн тесен халӗ ӗнтӗ улӑхсен леш енче йывӑр снарядсем кӗрӗслетсе ҫурӑлнине, тусен леш енче пушар пулнипе пӗлӗте хӗрлӗ сӑн ҫапнисене пурте хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсем курса, хӑйсен хӑлхисемпе хӑйсем илтсе тӑнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.