Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ентешне (тĕпĕ: ентеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Дорофея, харсӑр ентешне, тен, вӗлерме илсе кайнӑскере асӑнса ахӑр», — тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Итле-ха, Степа, эс кашни кун илсе ҫӳрекенни кам вӑл? — вӑтанчӑклӑрах ыйтрӗ Ефим, ентешне пирус тивертме пулӑшнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан, поселок ҫыннисем хӑйсен ентешне мӗн тери чунтан юратнине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫак кунсенче Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи ҫулӗсенчех телейлӗ те ирӗклӗ малашлӑхшӑн пурнӑҫне панӑ Василий Павлович Васильев ентешне юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

«Хаҫатра ӗҫлекенсен чӗлхи перекетлӗ, унта ӗҫлени тӳрех сисӗнет. Чӑн-чӑн ҫыравҫӑ вӑл», – терӗ ентешне хисеплесе.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

86 ҫулти Валентин Краснов та килте лармарӗ, ентешне тата унӑн спортсмен ывӑлне курма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Ҫак инҫетри ҫӗршывра интереслӗ шӑпаллӑ ентешне курни вӗсен чунне те хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Вӑл хӑйӗн ентешне, юлташне, командирне ҫӑлса хӑвараймарӗ, Улькана панӑ сӑмаха тытаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, татах тӗл пултӑмӑр санпа, э? — савӑнӑҫне пытармасӑр алӑ пачӗ ентешне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи ҫывӑх, чӑн-чӑн ентешне шырать, тӳсӗмсӗррӗн чӗтрекен аллисемпе пӑлхатать; акӑ сӑрӑ тӑват кӗтеслӗхсене хӑйӑр ҫине сара-сара хучӗ.

Он искал самого тесного, кровного земляка, рылся дрожащими от нетерпения пальцами, раскладывая по песку серые четырехугольники.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Федор, сывах-и? — кӑшкӑрса чӗнчӗ Рябчиков хӑйӗн ентешне.

Рябчиков окликнул станичника: — Федор, здорово!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Упи ял хутлӑхӗн, районти ЧНКЦ канашӗн ертӳҫисем, шкул ӗҫченӗсем Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята илнӗ ентешне ӗмӗрлӗхе ял асӗнче хӑварма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Ҫитменнине, хӑйсен округӗнче депутата суйланма тӑратнӑ ентешне яка пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ: «Мухтанчӑк депутатсӑрах пурӑнатпӑр!»

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Раккасси легендин паянччен пурӑнакан пӗртен-пӗр аппӑшӗ, тен, хӑй пурнӑҫӗнче журналистсемпе урӑх тӗл пулайманнине туйнӑ та пулӗ, пылпа чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра ентешне никама каласа паман пулӑмсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗ хӑйӗн ентешне Николай Никольские манӑҫа кӑларман.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Муркашсем хӑйсен ентешне манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех