Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

граждансем (тĕпĕ: граждан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Игнатьев социологи ыйтӑмӗсем граждансем влаҫ органӗсен коррупципе кӗрешес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫне ырӑпа хакланине, республикӑра ку енӗпе кирлӗ норма-право акчӗсене йышӑннине палӑртрӗ.

Михаил Игнатьев отметил, что социологический опрос граждан показал хорошую оценку органов власти по борьбе с коррупцией, что в республике приняты нормативно-правовые акты по этому делу.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

8) Чӑваш Республикин республика бюджетне официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн граждансем Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проекчӗ пирки хӑйсен сӗнӗвӗсене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне халӑх итлевне ирттермелли кунччен пилӗк кунран кая юлмасӑр ярса пама пултараҫҫӗ.

8) после официального опубликования проекта республиканского бюджета Чувашской Республики граждане не позднее чем за пять дней до даты проведения публичных слушаний могут направлять в адрес Государственного Совета Чувашской Республики имеющиеся у них предложения по проекту республиканского бюджета Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20

Ҫавна май районта пурӑнакан граждансем, хуҫалӑхсем ҫырава хастар хутшӑнасса, ыйтусене тӗрӗс хуравласса шанса тӑратпӑр.

Поэтому верим, что жители, хозяйства района активно примут участие в переписи, ответят на вопросы правильно.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Списока лекнӗ ҫынсенчен ӗҫлекен граждансем - 69, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнисем - 31, ҫав шутра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан янисем 1 процент.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Сутуҫӑсем граждансем хӑйсен прависемпе пӗлсе усӑ курманнипе, пахалӑхсӑр е юсавсӑр тавара каялла тавӑрса пама шикленнипе намӑса пӗлмесӗр усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем халӑха хумхантаракан ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе витӗмлӗ йышӑнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хӑйсене мӗнлерех туйни тата вӗсем влаҫӑн мӗнпур органӗн ӗҫ-хӗл эффективлӑхне пӗтӗмӗшле хак пани килет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирӗн обществӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, унӑн интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, власть органӗсемпе граждансем хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва тивӗҫтереҫҫӗ.

Средства массовой информации являются неотъемлемой частью жизни нашего общества, стоят на страже его интересов, эффективно осуществляют связь между органами власти и гражданами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907

Шӑп та лӑп мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӗлес тесен граждансем фонда ҫӗнӗ квитанцисем илме пыма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

- Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Елчӗк тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен 5 списокне тунӑ: ял хуҫалӑх организацийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, сад, пахча, граждансен коммерциллӗ мар дача пӗрлешӗвӗсем, хушма хуҫалӑх тытса пыма, уйрӑм ҫурт-йӗр лартма ҫӗр илнӗ граждансем.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Пирӗн пулас несӗлӗмӗрсем тивӗҫлӗ граждансем, чӑн-чӑн патриотсем пулса ҫитӗнччӗр, Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланччӑр, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хамӑрӑн мӑн асаттемӗрсем пекех паттӑррӑн хӳтӗлеме пултарччӑр тесен пирӗн ҫав улшӑнми хаклӑхсене килес ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла.

Мы обязаны сохранить эти непреходящие ценности для будущих поколений, чтобы наши потомки выросли достойными гражданами, настоящими патриотами, гордились своим Отечеством, храбро защищали его свободу и независимость, как это делали наши предки.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав хушӑрах халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи урамри ҫулсем япӑх шайра пулни пирки граждансем мана пӗр хутчен ҫеҫ мар ӳпкелешсе пӗлтерчӗҫ.

В то же время ко мне неоднократно обращались граждане с жалобами на плохое состояние уличных дорог сельских населенных пунктов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хаксем енӗпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем тӑрӑх граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем Чӑваш Республикинче 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 3,9 процент чухлӗ ӳснӗ.

По принятым тарифным решениям плата граждан за коммунальные услуги в среднем по Чувашской Республике с 1 июля 2014 года увеличилась на 3,9%.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех