Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

генералсене (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Генералсене вара Пантелей Прокофьевич чӗтреме ериччен хисеплеме хӑнӑхнӑ…

А к генералам Пантелей Прокофьевич всегда испытывал чувство трепетного уважения…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Генералсене, чикан лашана хыпашланӑ пек, хыпашласа пӑхса суйлӑр.

Шшупайте генералов, как цыган лошадей.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Генералсене яшкапа пӑтӑ хӑй антарса панӑ.

Сам принялся раздавать генералам суп и кашу.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Генералсене салтак апачӗ килӗшменнине Суворов пӗлнӗ.

Знал Суворов, что генералам солдатская пища не по нутру.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Мӗн тесе эсир тӗрлӗ йышши таркӑн генералсене казаксен ҫӗрӗ ҫинче йӑва ҫавӑрса патӑр!

Зачем вы приютили на казачьей земле разных беглых генералов?

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хамӑр буржуйсемпе генералсене тӳпккеме!

— Своих буржуев и генералов бить!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генералсене халех ирӗке кӑларӑр, — тет вӑл, сулахай аллипе сӗтел хӗррине йывӑррӑн тӗревлесе.

Тяжело опираясь пальцами левой руки о край стола, сказал: — Немедленно освободите генералов.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсене «Метрополь» гостиницӑна ӑсатас умӗн (арестленӗ генералсене ҫавӑнта усрама палӑртнӑ) Алексеев тем пирки ҫирӗм минут Корниловпа куҫа-куҫӑн калаҫса илет.

Перед отправкой арестованных в гостиницу «Метрополь», где они должны были содержаться под стражей, Алексеев с глазу на глаз о чем-то в течение двадцати минут беседовал с Корниловым.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта ӗнтӗ, ҫав тери савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра, казак-герой умӗнче пушшех чӑтса лараймарӗ: вӑл Запорожски Сечь саманинчен пуҫласа Кочубей похочӗсем патне, вара Отечественнӑй вӑрҫӑ патне ҫитрӗ, казаксен пур полкӗсене те, казаксенчен тухнӑ пур генералсене те аса илчӗ, хӑйӗн ывӑлне кавалерие кайма килӗшменшӗн ятласа илчӗ, Сергее те сиктерсе хӑвармарӗ, ӑна та кавалерист мар, танкист пулнӑшӑн лекрӗ…

А сегодня, в такой торжественный момент да еще в присутствии молодого казака-героя он и вовсе не мог удержаться: решительно оседлал своего надежного конька и от Запорожской Сечи провел прямую дорогу к кочубеевским походам, затем обратился к Отечественной войне, перебрал по памяти все казачьи полки и всех казачьих генералов, поругал своих сыновей, не захотевших служить в кавалерии, пожурил и Сергея опять же за то, что тот был танкистом, а не конником…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тен, эсӗ ҫакӑн ҫинчен генералсене пӗлтерме шутлатӑн?

— Может быть, ты об этом хочешь доложить генералам?

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ҫак приказӑн кашни сӑмахнех хӑй шухӑшласа хӑй аллипе ҫырнӑ пек тата кашни сӑмахах хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе янӑравлӑ тунӑ пек вуларӗ, — халь вара, ҫакӑ йывӑр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн, генералсене пурне те, строй умӗнчи пек, приказӑн тӗп шухӑшне ҫеҫ мар, унӑн кашни сассинех, пурнӑҫра пӗрремӗш хут илтсе ӗмӗрлӗхех асра юлакан тӗлӗнмелле кӗвӗ евӗр, пуҫра юлмалла ӑнлантарасси килчӗ…

Он читал приказ, будто сам придумал, сам своей рукой написал, и над каждым словом поставил ударение, — и теперь, проделав эту трудную работу, хотел донести всем генералам, как перед строем, не только главную мысль приказа, каждый его звук, в первый раз услышанный, должен был навеки остаться в мыслях, в голове…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эс, мучи, пирӗн генералсене итлесчӗ — кусем хамӑрӑн, чӑн-чӑн сасӑсем.

Ты бы послушал, дед, наших генералов — вот это наши, настоящие голоса!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апла пулсан, атьсемӗр, капиталистсемпе генералсене ярса тытӑр та чӗрне айне хурса лапчӑтӑр!

Бери, ребята, капиталистов и генералов к ногтю!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн генералсене эпӗ тыткалатӑп-ҫке, а вӗсем ӑна ҫӗнтернӗ.

С вашими енаралами ведь я же управляюсь; а они его бивали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Халех Оренбурга кай та губернаторпа пӗтӗм генералсене пӗлтер, эпӗ вӗсем патне тепӗр эрнерен ҫитессе кӗтсе тӑччӑр.

«Ступай сей же час в Оренбург и объяви от меня губернатору и всем генералам, чтоб ожидали меня к себе через неделю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех