Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв сапмалли кӗпҫи шӑтӑкне пӳрнипе хупланӑ та ҫавна пула шывӗ вӗркесе сирпӗнет, сирпӗнчӗк ҫинче, асамат кӗперӗ карнӑ чухнехи пек, хӗвел ҫути мӗнпур тӗсӗсемпе выляса тӑрать.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ӑна кура майӗпен-майӗпенех Чернышӑн та кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, халӗ ӗнтӗ ӑна та ҫут тӗнчере нимӗнле вӑрҫӑ та, нимӗнле хӑрушлӑхсем те ҫук пек, халӑх асар-писер вӗркесе тӑракан вырӑн, пысӑк уяв кӑна пур пек тата вӗсем шӑпах ӗнтӗ ҫавӑнта ҫитме ҫав тери васканӑ евӗр туйӑнма пуҫларӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӗпер хӗвӗшсе, вӗркесе анчах тӑрать.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Юр ҫуса тӑкнӑранпа эрне кӑна иртрӗ, унтан виҫӗ каҫ та виҫӗ кун хушши урӑм-сурӑм ҫил-тӑман вӗркесе тӑчӗ.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ман пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем вӗркесе тӑнӑ хушӑра профессор Лиденброк Арне Сакнуссема ырӑ сунса чысласа, ҫак тинӗс сӑмсахне «Сакнуссем сӑмсахӗ» тесе ят пачӗ.
XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Манӑн пуҫӑмра ҫав тери хӑюллӑ шухӑшсем вӗркесе ҫуралаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Юр вӗркесе ҫӑвать, тӑман ҫавӑрать, вӑрманти йӗрсене пытарать.Сыпала, сыпала и кружила в воздухе белые лёгкие хлопья — засыпала путаные лесные следы.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.
Казаксемпе офицерсем хӑй ҫинчен куҫ сиктермесӗр пӑхнине сиссе, Франя кашни взвод еннелле черетлӗн, кашни офицер ҫинелле уйрӑммӑн кулса пӑхса, пӳртрен кухньӑна, кухньӑран пӳрте вӗркесе чупма тытӑнчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вахмистрсемпе урядниксем унӑн-кунӑн вӗркесе ҫӳреҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Митька мӑшкӑлӗнчен Наташӑна аслашшӗ Гришака хӑтарчӗ: вӑл, чукмар пуҫлӑ туйипеле урайӑн ҫирӗплӗхне хыпашласа тата усӑнса аннӑ сухалӗн сарӑ сӳсленчӗкне шӑлкаласа, горницӑна кӗчӗ, туйипеле Митькӑна тӗкрӗ те ҫилӗллӗн: — Эсӗ мӗн вӗркесе килтӗн кунта, ирсӗр йытӑ, аҫ? — терӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бяла Черквара халь вут та ҫиҫӗм вӗркесе тӑрать…
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнта пӗр ҫирӗм шӑтӑкран вулкан вӗркесе тухнӑ пек вут-ҫулӑм явӑнса тӑчӗ.Она походила на вулкан, изрыгающий огонь из двадцати кратеров.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав ҫамрӑк хӗрӗн пурӑнас тенӗ кӑмӑлӗ хӗрсе вӗркесе илчӗ те ытти пур туйӑмне те хупӑрласа илчӗ, текех ӑна вилӗм те кирлӗ мар пулса тӑчӗ, вӑл ҫӑлӑнасшӑн пулчӗ, иртӗхнӗ юн ӗҫенсем хӑйне мӑшкӑл кӑтартасран сыхланса вӑл тарма шут тытрӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах Кандов ҫаксене нимӗн чухлӗ те асӑрхамарӗ, ӑна хӗвел те, шӑв-шав та, иртен-ҫӳрен те, йӗри-тавра вӗркесе тӑран пурнӑҫ та ним чухлӗ палӑрмарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм Фраки — пӑлхавӑн чи пысӑк вучахӗ — ҫак ҫуркунне вулкан пек вӗркесе тӑракан пулчӗ, — хальтен халь сирпӗнсе тухассӑн туйӑнса тӑчӗ вӑл.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Туппи вара акӑш-макӑш пысӑк та вӑрӑм тискер кайӑк пек тӑрать, унӑн пуҫӗ ҫук, ури ҫук, аяккинче кӑна хӑрах куҫӗ пур та, ҫӑварӗ тата хӑрушӑ та тарӑн, ҫавӑнтан вут вӗркесе тухмалла ӗнтӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тияк сӑнӗ-питӗнче шанчӑк та ҫамрӑклӑх вӗркесе тӑрать, ун куҫӗнче хӑват та пурнӑҫа савса юратни йӑлкӑшать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1