Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренӳре (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫре мӗнле, вӗренӳре те ҫаплах пулчӗ Митюк.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Юрату хӑвачӗпе хӗмленсе тӑракан чӗре Ирӑна вӗренӳре пачах та чӑрмантармарӗ, малалла тата та ытларах, лайӑхрах вӗренме хистерӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсен шалу шайӗ 2008-2014 ҫулсенче 2,1 /экономикӑра - 1,9/ хут хӑпарнӑ, ҫав шутра вӗренӳре - 2,3, культурӑпа искусствӑра - 2,4, сывлӑх сыхлавӗнче - 2 хут.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫав ача, хампа кӳршӗллӗ пурӑннӑ пирки, вӗренӳре ӗлкӗрсех пырайманнине те пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӗренӳре ӗлкӗреймест, ялан таса мар тумпа ҫӳрет, тӑрпаланчӑк…»

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӑрнар каччи вӗренӳре малтисен ретӗнче пулнӑ, хӗрлӗ диплом илме тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем ҫитӗнччӗр // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10675-pa ... it-nchch-r

Степановпа Мария Федотовна та ҫавӑн майлах каларӗҫ, вӗренӳре хастар пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшаканнисем: бизнесра, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, наукӑра, спортра тата ыттинче те.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

- Вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра маттуррисене Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ пӗр пысӑк коллектива пухнипе малалла аталанма ҫул-йӗр уҫса парать, - ҫирӗплетрӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Вӗренӳре, документсемпе, хутшӑнура йывӑртарах: тахҫанхи кивҫенсем, хут ҫинчи йӑнӑшсем ҫиеле тухаҫҫӗ.

В учебе, документах и общении у Весов напряженка: всплывают какие-то старые долги или последствия ошибок в бумагах, отчетах, письмах.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Маттур та хастар, вӗренӳре палӑрнӑ ачасене Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Ӑна вӗренӳре ӗҫлекенсен республикӑри профсоюз комитечӗн членне суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Арҫын ачана малашне те хастар пулма, вӗренӳре те, обществӑлла ӗҫсенче те пултарулӑх кӑтартма, Тӑван ҫӗршыва, халӑха юратса, хисеплесе ҫитӗнме халал пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Шкулта вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пынӑ, ачасемшӗн лайӑх юлташ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Хӗр-тантӑшӗсем — Арина, Лена, Эльза, Валентина вӗренӳре кӑна мар, колхоз ӗҫӗсенче те хастарччӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫак кун вӗренӳре, шкулӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче, спортра палӑрнӑ ачасене райадминистраци пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Вӗренӳре те, ӗҫре те ӗлкӗрсе пыратӑр.

Вы сможете преуспеть в учебе и работе.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир вӗренӳре те, ӗҫре те ӗлкӗрсе пыратӑр.

Вы сможете преуспеть в учебе и работе с информацией.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кун пек вӗренӳре Кӑваркуҫ пӗрремӗш кунтан пуҫласах хӑйӗнпе ҫумлӑн хурал хӗрӗсенчен маларах пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех