Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренӳре (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку эрнере карьерӑра, вӗренӳре улшӑнусем пулӗҫ.

Этот период сулит благоприятные изменения в карьере, образовании.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Апла пулсан, вӗренӳре ыттисемшӗн тӗслӗхре.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Вӗренӳре те, спортра та, юрӑ-ташӑра та малтисен ретӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх калчисем // Н.КУШМАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Тепӗр тесен, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче кадрсем сахал пулни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Кадетсем вӗренӳре те, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те, обществӑлла ӗҫсенче те маттур, юрӑ-ташӑра та ӑста пулнине ҫак бал туллин кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

Ефремов рядовой тӑракан взвод ҫак вӗренӳре уйрӑм единица пулса хӑйӗн уйрӑм ӗҫӗсене тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Эпӗ вӗренӳре юлма пуҫларӑм, занятисене нумай сиктерме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗренӳре пачах та ҫӗнӗ пурнӑҫ, ҫӗнӗ ҫынсем пулин те, кас-кас самаях тунсӑхлаттӑм…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Паллӑ, хӑвӑр тупа тунинче пытанакан вӑй сире вӗренӳре, ӗҫре те вӑй парса тӑрӗ, пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

— Спортра та, культурӑра та, вӗренӳре те, обществӑлла ӗҫре те эсир пысӑк ҫитӗнӳсем тӑватӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

2021-2022 вӗренӳ ҫулӗнче 35 ҫамрӑк 11-мӗш класс пӗтернӗ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ «Вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» медале тивӗҫнӗ (2021 ҫулта - 50 пулнӑ, медале тивӗҫнисем - 11).

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан хӗрача вӗренӳре те, спортра та ҫитӗнӳсем тӑваймастчех.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

«Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» представителӗсем, ача-пӑча, ҫамрӑк яш-кӗрӗм, шыравҫӑсен юхӑмӗнче тӑрӑшакансем, пӗр сӑмахпа каласан регионти мӗнпур ҫамрӑк, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем – форума килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

— Каччи эп пулап! — шыҫмак кӗске аллине чанк! ҫӗклесе-силлесе, ҫӑварне хурчкан йӑвари шампа хырӑм чӗппи пек карса, ачасен умне вӑлт! тухса тӑчӗ ҫак вӑхӑтра пӗр кӗрӗ сӑн-питлӗ, пулӑнни пек ҫавра куҫлӑ арҫын ача, такана хырӑм, Павӑл ятлӑскер, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула кӑҫал улттӑмӗш класра иккӗмӗш ҫула юлнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисен йышӗ ытлашши ӳссе кайсан, атте каланӑ тӑрӑх, вӗсене те ҫӳлтисем ят тивертме, ҫӗмӗрттерме, ӗҫрен хӑтарма та пултараҫҫӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗренӳре, спортра, ӑслӑлӑхра, обществӑлла ӗҫсенче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫамрӑксене ҫулленех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендийӗпе хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Вӗренӳре те маттур вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Вӗренӳре хӑйсем Ула Тимӗр «картлашки ҫине те ҫӗкленеймен-ха», анчах сӑн-пит те кӗлетке тӗлӗшӗнчен курӑмлӑрахскерсем, сулхӑн ҫанталӑкра та тӑван амӑшӗн хӳттинче, ун ҫутипе те ӑшшипе «тымарланса папкаланнӑскерсем», кирек мӗнле пирӗшти пуҫне те чечек пахчиллӗн, ҫӑтмах тӗнчиллӗн тӗтрелетсе, чӗрине те пылаккӑн-кӑварлӑн «вут хыптармалла».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренӳре те, общество ӗҫӗ-хӗлӗнче те, художество пултарулӑхӗнче те, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те Полинӑра ытларах уйрӑм ҫыннӑн шухӑшӗ-ӗмӗчӗ, кӑмӑлӗ-туйӑмӗ мар, ушкӑнлӑх психологийӗ, тавракурӑмӗ, ӗмӗтленӗвӗ тапса тӑнӑн туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех