Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентмелле (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫар службинче тарҫӑсем ҫук, — вӗрентмелле хушса хучӗ яланах тӗрӗс сӑмах калакан Биденко.

– На военной службе швейцаров нету, – назидательно заметил справедливый Биденко.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Л.П.Сергеев профессор [й’], [ҫ’], [ч’] сасӑсене ҫемҫе хупӑ сасӑсем тесе вӗрентмелле тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл педагогика, ачасене хӑюллӑ пул тетпӗр пулсан, мӗнле хӑюллӑ пулмаллине те вӗрентмелле, ачасене итлемелле, шухӑшӗсене вӗҫне ҫитиччен калама пулӑшмалла, ҫапса хуҫмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ҫавӑнпа 1-4-мӗш классенче чӑваш чӗлхине отметка лартмасӑр вӗрентмелле.

Поэтому в 1-4 классах чувашский язык нужно преподавать без оценок.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Вӑл яш-кӗрӗме пурнӑҫа илемлӗн, тӗрӗс кӗме вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫынна хастар пулма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма ҫамрӑкранах вӗрентмелле.

Приучать человека к активному, здоровому образу жизни нужно с молодых лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫынсене хӑйсен сывлӑхне мӗн пӗчӗкренех типтерлӗн упрама вӗрентмелле.

Необходимо с ранних лет приучать людей бережно относиться к своему здоровью.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эпир хамӑр тымара туятпӑр пулсан пирӗн ыттисене те — юнашар пурӑнакан чӑвашсене — ҫав туйӑма вӑратма, ӑна туйса илме вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫавӑнпа та пирӗн, полици сотрудникӗсемпе журналистсен, ҫынсене асӑрхануллӑ пулма, тимлӗхе ӳстерме вӗрентмелле, - палӑртсах каларӗ Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн начальникӗ Павел Чесанов республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ирттернӗ пресс-конференцире.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

…«Ачана тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫе юратакан, ҫынна хисеплекен пулма вӗрентнипе пӗрлех ӑна тимлӗ, тирпейлӗ пулма вӗрентмелле», - тенӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Апла пулсан пӗр пекех вӗрентмелле те.

И, очевидно, обучать им должны одинаково.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫемье ҫавӑрсан чӑваш йӑли-йӗркине ачасене вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Компьютер сӗнекен тӗлсӗр вӑйӑсенчен пистерсе ачасене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе тата юлташӗсемпе пӗрле ытларах уҫӑ сывлӑшра пулма вӗрентмелле.

Нужно отрывать их от бессмысленных компьютерных игр, чтобы они больше времени проводили на свежем воздухе со своими родителями и друзьями.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ачасене хастар чунлӑ, мал ӗмӗтлӗ тата хальхи технологисене алла илнӗ учительсем вӗрентмелле.

Детей должны учить активные, перспективные, владеющие современными технологиями учителя.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Яковлев ачасене шкулта тӑван чӗлхепе пуҫламӑш классенче вӗрентмелле тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине урӑхла методикӑпа вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

12. Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.

12. Ибо, судя по времени, вам надлежало быть учителями; но вас снова нужно учить первым началам слова Божия, и для вас нужно молоко, а не твердая пища.

Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӗсен Манӑн халӑхӑма тасине таса марринчен уйӑрма вӗрентмелле тата вӗсен халӑха мӗн таса, мӗн таса маррине ӑнлантармалла.

23. Они должны учить народ Мой отличать священное от несвященного и объяснять им, что нечисто и что чисто.

Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унта вара музыка енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илмен ҫынран артист тума вӑй-хал самай каять: сассине лартмалла, ӳт-пӳ хӑйнеевӗрлӗхне кура килӗшӳллӗ тум ҫӗлеттермелле, кураканпа хутшӑнма вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫамрӑксене киревсӗр ӗҫ тӑвасран асӑрхаттармалла, саккуна пӑхӑнса пурӑнма вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех