Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентекен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗрентекен (тĕпĕ: вӗрентекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл яланах пулӑшма хатӗр шанчӑклӑ тус та, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тума хавхалантаракан пӗрремӗш вӗрентекен те.

Она и верный друг, готовый всегда протянуть руку помощи, и первый наставник, вдохновляющий нас на новые победы и свершения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://m.tavanen.ru/%D0%BF%D0%BE%D0%B7%D ... %D0%B1-13/

Республикӑра пурӑнакан халӑхсенчен чӑвашсем 70 процента яхӑн, анчах та 1-мӗш класран пуҫласа чӑвашла вӗрентекен шкулсем 51 процент ҫеҫ.

Среди живущих в республике людей около 70 процентов чуваши, но школ обучающих чувашскому с 1-го класса только 51 процент.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Татьяна Ильина вӗрентекен ертсе пыракан 9 класри кадетсем кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аслисем умӗнче хӑйсем пек ҫирӗп кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ӳсме чӗнсе каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

25 ҫулран кӗҫӗнрех класс ертӳҫисенчен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти 2г классене вӗрентекен Д. Алимова ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.

Победителем среди классных руководителей младше 25 лет стала учительница 2г класса Батыревской первой средней школы Д. Алимова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Конкурс «Шкулти ку чухнехи воспитани системинчи вӗрентекен пӗлтерӗшӗ» темӑпа уҫӑ дискусси евӗр иртрӗ.

Конкурс прошёл в виде открытой дискуссии по теме "Важность учителя в системе воспитания нынешней школы".

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Вӗсем ҫаксем: Шӑнкӑртамри Э. Феизов ячӗллӗ вӑтам шкулти ют чӗлхе учителӗ Ч. Ишмуратова, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С. Никитина, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти ИЗО тата технологи учителӗ С. Попова, Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкулти информатика учителӗ Г. Феткуллова.

Это следующие: учитель иностранных языков Шихирданской имени Э. Фаизова средней школы, учитель чувашского языка и литературы в средней школе Балабаш-Баишево С.Никитина, учитель ИЗО и технологии Батыревской первой средней школы С. Попова, учитель информатики Шихирданской первой средней школы Г. Феткуллова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Людмила Порфирьевна Григорьева вӗрентекен хавхалантарса пырать мана ырӑ пуҫарусенче.

Учитель Людмила Порфирьевна Григорьева вдохновляет меня на добрые начинания.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Ю. Скворцов повеҫӗ — ҫамрӑксене юрату йӑнӑшӗсенчен сыхланма вӗрентекен, чӑн туспа юлташа тупма, чун-чӗре тасалӑхӗшӗн ҫине тӑрса кӗрешме чӗнекен кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Урӑхла каласан, начаррине критикленипе пӗрлех, пире ҫӗнӗлле ӗҫлеме, пурӑнма вӗрентекен ырӑ тӗслӗхсем, ленинла стильпе ӗҫлекен ҫынсен сӑнарӗсем кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Хусанкая пӗлмесӗр, унӑн пултарулӑхне вӗренмесӗр хамӑра чӑн чӑваш тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Мӗншӗн-ха пирӗн, аслӑ вырӑс халӑхӗн уттипе танлашнӑ чӑвашсен, ҫамрӑк ӑрӑва Пушкин пултарулӑхне 5-мӗш класранах тӗплӗн тишкерсе вӗрентнӗ евӗр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» — ҫакнашкал ыйту лартрӗ вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Шурут вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Лукина А.В. Петӗр Хусанкай поэзийӗн асамлӑ ҫути 21-мӗш ӗмӗрте татах та ытларах ялкӑшнине, вӑл чӑваш халӑхӗшӗн вырӑссен Пушкинӗпе танлашнине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Тарасова Л.Н. тата Лукина А.В. йӗркеленӗ литературӑллӑ «Каҫал ен» литературӑпа музыка композицине кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Вӗрентекен доска умне кӑларсан пушшех аванмарланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Ӳссен эпӗ те вӗрентекен пулатӑп! — тет пӗри хавхаланса.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Элӗк районӗнчи Элӗкри вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Оксана Борисовна Петрова хӑйӗн профессийӗпе питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Хваттер те паратпӑр, мӑшӑрна /вӑл вӗрентекен пулнӑ/ хула шкулне вырнаҫтаратпӑр», - хавхалантарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пурӑнаканскер халӗ те ачасене хӑвӑрт утма вӗрентекен спорт шкулӗн филиалӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Владимир Барышников директора вӗрентекен вырӑнне хурса хаклатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Кӗнекесенчен вуласа пӗлнине, вӗрентекен каласа панине ӗҫпе ҫирӗплетсе парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Александр Михайлович маншӑн тӑван пиччерен те хаклӑ, ҫынсемпе ӗҫлеме, туслӑ пурӑнма вӗрентекен ҫын.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех