Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлерекен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗлерекен (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вандея вӑл — Францие сакӑр ҫул хушши хӑратса тӑни; аркатса тустарнӑ вунтӑватӑ департамент; пушанса юлнӑ уй-хирсем, таптаса пӗтернӗ тырпулсем, ҫунтарса янӑ ялсем, ҫаратнӑ кил-ҫуртсем; вӗлернӗ хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем, улӑм витнӗ ҫурт-йӗрсем ҫийӗн ялкӑшса тӑракан пушар ҫулӑмӗсем, ҫынсен чӗрисене чикекен хӗҫсем, цивилизацие хӑратакан мӗлке, акӑлчансене хӑтаракан маяк — акӑ мӗн пулса тӑнӑ ҫак вӑрҫӑ — хӑйсен тӑван ашшӗсене те ним хӗрхенмесӗр вӗлерекен вӑрҫӑ.

Восьмилетняя резня, разорение четырнадцати департаментов, заброшенные поля, вытоптанные жатвы, сожженные деревни, разграбленные города, разгромленные дома, убитые женщины и дети, зажженные факелы в соломенных крышах, проткнутые шпагами сердца, ужас цивилизации, надежда сэра Вильяма Питта — вот что такое была эта война, эта бессознательная попытка отцеубийства.

VI. Вандея Бретане тӗп туни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Йытта итлеттерме, вӑкӑра ҫапса тӑнран кӑларма, пӑвса вӗлерекен пысӑк ҫӗлене куҫран пӑхнипе йӑвашлантарма, тигра хӑратма, арӑслан кӑмӑлне ҫавӑрма пулать.

Вы можете прикрикнуть на пса, ошеломить быка, укротить взглядом змею, напугать тигра, разжалобить льва.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Коммунӑн ҫӗршер ҫамрӑкӗсемпе ачисене персе вӗлерекен палачсене, ҫитеймен ҫамрӑксене Ҫӗнӗ Каледонири тӳсме ҫук условисенче ӗҫлеме каторгӑна ямалла суд тӑвакан судьясене вӑл ҫав тери ылханса питлет.

Негодующими словами он клеймил палачей, расстреливавших сотни подростков и юношей Коммуны, судей, приговаривавших несовершеннолетних к каторге в убийственном климате какой-нибудь Новой Каледонии.

VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Вӗсем тӑван тӑвана вӗлерекен вӑрҫа юратмаҫҫӗ, ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑ кирлӗ пулнине ӑнланаҫҫӗ пулсан та, ӑна ылханаҫҫӗ.

Они тяготятся братоубийственной войной, проклинают ее, хотя и сознают ее роковую необходимость.

III // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

— Эсир шпионсене вӗрентсе ӳстеретӗр, эсир хӗрарӑмсемпе хӗрсене ирсӗрлететӗр, эсир этеме вӑрӑ тата ҫын вӗлерекен вырӑнне тӑрататӑр, ӑна эрехпе пӑсса ӑнтан кӑларатӑр, — пӗтӗм тӗнчипе ҫын вӗлермелли ҫапӑҫусем тӑвасси, пӗтӗм халӑха суйса улталасси, аскӑну, тискере тухса каясси — ҫавӑ пулать вӑл сирӗн культура!

— Вы воспитываете шпионов, вы развращаете женщин и девушек, вы ставите человека в положение вора и убийцы, вы отравляете его водкой, — международные бойни, всенародная ложь, разврат и одичание — вот культура ваша!

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Нимӗҫсем ҫӗнтереҫҫӗ, — тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ вӑл хӑйне хӑй, анчах, пурӗпӗрех ҫак ялта пурӑнмалла пулнӑ пирки, ӑна ку та лӑплантармарӗ, мӗншӗн тесен ку ялти виҫҫӗр килтен кашнинчех ӑна пӗтӗм чунтан курайман, кашни пӳртрех ӑна вӗлерекен ҫын пытанса пурӑнма пултарнӑ, майлӑ самантра вӑл ҫын ӑна пырса ҫапмашкӑн иккӗленсе тӑрас ҫук.

— Немцы победят, — твердил он себе, но и это не утешало, пока приходилось жить в этой деревне, где в каждом доме мог скрываться его убийца, который при удобном моменте прикончит его без всякого сожаления.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Ӑҫтан пӗлен… тен, эпӗ те хӑҫан та пулин ҫын вӗлерекен пулса тӑрӑп, — тетӗп хам ӑшра, — мана та килӗшес ҫук ун пек йывӑр мыскара!»

Думаю: почем знать, может, я и сам когда-нибудь буду бандитом, — небось мне такая штука тоже не понравится!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.

Пришла и неумолимо принесла то, что было порождено на этой благополучной, вылизанной, приглаженной земле теми, кто фотографировался на фоне домиков и газончиков, когда горели украинские и русские избы, крытые соломой, теми, кто раскрашивал бензоколонки и автобусные остановки, пил пиво и подстригал кустарники, а затем с автоматом в руках шел на далекий Восточный фронт — и жег, стрелял, пытал, взрывал, унижал, насиловал и опять жег, стрелял, пытал…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта Литкене вӗлерекен хӳме урлӑ урама каҫса, пӑшалпа пере-пере, Лукьянов тӑкӑрлӑкӗ еннелле тарма тытӑннӑ.

Это убийца, спрыгнув на улицу, бросился бежать на Лукьяновские пустыри, отстреливаясь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗрре сӑхнипех вӑкӑра та сехетрен вӗлерекен «холинас» ятлӑ ҫӗленсене хӑратса пырать.

Он вспугивал змей-холинас, укус которых убивает быка меньше чем в час.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем халь ҫеҫ такамӑн вӗлерекен хаяр качамакӗсенчен ҫӑлӑнса тухнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Казалось, они только что вырвались из чьих-то грозных, смертоносных когтей.

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хӑйсен чунӗсене тӗп тӑвиччен хӑйсене выҫӑпа вӗлерекен карчӑксем те пулнӑ.

Находили даже умерших от голода старух, которые лучше соглашались умертвить свое тело, нежели погубить душу.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Акӑ вӑл — халӑха асап кӑтартакан, Федьӑна вӗлерекен ҫын.

Вот он — палач ее народа и убийца Феди.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл пӗр аллипе хӗҫне ҫӗкленӗ, тепӗр аллипе тӑшманӑн сӑннине ярса тытнӑ, ӑна хӑйӗн хырӑмне тата та шаларах кӗртнӗ те, ҫапла майпа вара, хӑйне вӗлерекен ҫын патне ҫывхарса, ӑна хӗҫпе касса вӗлернӗ, унтан хӑй те унпа пӗрлех йӑванса аннӑ.

Он одной рукою поднял саблю, другою схватился за вражеское копье, всадил его в себя глубже, и таким образом мог достать саблею своего убийцу, с которым вместе и повалился.

Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.

— Ҫапла, анчах манӑн хам Раҫҫей умӗнчи ҫылӑха кӗнине каҫарттарас тата хам кӑна та мар (куна тахҫанах тума пулнӑ), хӗрлӗармеецсен чаҫне те, — паллах, коммунистсен ултавне пула тӑвана тӑван вӗлерекен вӑрҫа янӑ ҫирӗпрех шухӑш-кӑмӑллӑ салтаксене — пӗрле илсе килес килчӗ.

— Да, но мне хотелось искупить свою вину перед Россией и не только самому перейти (это можно было бы осуществить давно), но и увести с собой красноармейскую часть, те ее элементы, конечно, наиболее здоровые, которые коммунистами были обмануты и вовлечены в эту братоубийственную войну.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан кӗтмен Ҫӗртен Гришатка ашшӗне вӗлерекен Гагарин офицер килсе тухать.

Затем неожиданно всплыл губитель Гришаткиного отца — офицер Гагарин.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кам шутлама пултартӑр-ха ӑна: ҫынна вӗлерекен вӗт-ха!

Кто бы мог подумать: убийца!

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Унтан вара, ҫав ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен килекен ирсӗр ушкӑнсемпе вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫса, хам та ҫын вӗлерекен пуласса эпӗ пачах та чухласа илмен.

А там опять с новыми, и так без конца, пока я сам не превращусь в такого же ужасного убийцу, как и эти несчастные, пожирающие своих собратьев.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ирпе вӑрансан, Викентай тияккан вӑрӑ пулать, ҫаратакан, тен, вӗлерекен те пӳлӗ!

Наутро дьякон Викентий проснется вором, грабителем, может быть, даже убийцей!

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫын вӗлерекен тесе шутлама пулать!

Можно подумать, он человека убил!

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех