Шырав
Шырав ĕçĕ:
Геннадий Александрович телефон умӗнче ҫывӑрса каять те телефон умӗнчех вӑранать, директива хыҫҫӑн директива парать, анчах ӗнер больницӑра ултӑ хыҫсӑр пукан ҫунтарса янӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Лӑпкӑ ҫывӑрать, вӑхӑтран вӑхӑта вӑранать.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫуркунне вӑранать, ҫамрӑк пӑрҫа хутаҫҫи ҫине сарӑ ҫӑмарта хӑварать (200-е яхӑн, пӑрҫара пӗр хурт пулать).
Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html
«Кирлӗ мар. Вӑл вӑранать те ҫуйӑхма тытӑнать, эпӗ ҫуккине пӗлеҫҫӗ вара», — терӗм эпӗ.А я сказал: «Лучше не надо, он проснется и поднимет шум, и тогда увидят, что меня нет на месте».
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пулкалать вӑл, ҫын ыйхӑран вӑранать те ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй шикленсе ыйтать: эпӗ вӑтӑрта ӗнтӗ… хӗрӗхре… аллӑра-и?
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел час-часах ҫӗр варринче вӑранать те, унӑн лазаретри пурӑнӑҫӗ таҫта хыҫа юлнине ниепле те ӗненес килмест.И часто Павел, просыпаясь ночью, не верил, что лазарет остался там, где-то позади.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Вӑранать вӑл, — терӗ Мэри Грант.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗчӗкҫӗ хула пӗр эрне хушши ӗнтӗ тупӑсем ухлатнине, пӑшалсем шатӑртатнине итлесе ҫывӑрма выртать, вӗсен сассисемпех ыйхӑран вӑранать.Целую неделю городок просыпался и засыпал под оханье орудий и клекот ружейной перестрелки.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ирхи е кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тин вӑранать вӑл.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
— Акӑ лашасем уй тӑрӑх чупаҫҫӗ, пӗчӗк юхан шывсем юхаҫҫӗ, ҫӗр ыйхӑран вӑранать.
Тӑххӑрмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Кашни кун Ильинична илӗм-тилӗмлех ыйхӑран вӑранать, ӗне суса пӗтерсе, апат ҫакса ярать.Каждый день Ильинична просыпалась чуть свет, доила корову и начинала стряпаться.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗр каҫа вакун кустӑрмисем ҫӗр километр ҫеҫ шутламаҫҫӗ-ха, вӑранасса та вӑл Рязаньтен нумай иртсе кайсан ҫеҫ вӑранать.За ночь колеса вагона отсчитают не одну сотню километров, и он проснется уже далеко за Рязанью.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакӑн пек асаплӑ ҫӗрсем хыҫҫӑн вӑл хайне такам лутӑрканӑ пек вӑранать; унӑн пӗтӗм шӑмшакӗ сурать, тӑнлавсене татти-сыпписӗрех, пӗр канлӗхсӗр, кӗмӗл мӑлатуксемпе шакканӑ пек туйӑнать.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӗрле вӑранать те ҫӑлтӑрлӑ ҫӳл тӳпене пӑхать, ҫӗрлехи сивӗ шӑм-шакне ҫӑмӑллатать, ҫӳҫентерсе илет.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кашни кунах вӑл чӳрече хупписем хушшинчи ҫурӑкран хӗвел пайӑркисем кӗнӗ сехетсенче вӑранать, ҫавӑн чухне вара ӑна нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр куҫне хупса выртма уйрӑмах канлӗ…
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ асламӑшӗ сасартӑк вӑранать те, хӑй ӑҫтине анланмасӑр, тупӑк хуппине шаккама тытӑнать, пулӑшма чӗнет, юлашкинчен, сехри хӑпнипе халтан кайса ҫитсе, каллех вилет.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пуринчен малтан Любишкинсен автанӗ вӑранать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959