Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртасси (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автобус ҫинчен ансан, ниҫта кӗмесӗрех, каҫ ӑҫта ҫӗр выртасси пирки те шухӑшласа тӑмасӑрах, Мересьев тӳрех военврач Мировольский патне кайрӗ.

Прямо с автобуса, никуда не заходя, не позаботившись даже о ночлеге, Мересьев пошел к военврачу Мировольскому.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Владимир вӗсене, манӑн урасем нихӑҫан та сирӗн ҫурта пырса пусас ҫук, манӑн ӗнтӗ мӗн пур шанчӑк та вилсе выртасси анчах юлчӗ, мана, мӗскӗне, эсӗр текех асра ан тытӑр, тесе пӗлтернӗ.

Владимир объявлял им, что нога его не будет никогда в их доме, и просил забыть о несчастном, для которого смерть остается единою надеждою.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӗсем сулхӑнрах вырӑн та тупма пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах ачасемшӗн вӑрманта кӑвайт ҫумӗнче выртасси — ытла та ытармалла мар.

Можно было бы выбрать место попрохладнее, но им не хотелось отказывать себе в романтическом удовольствии греться у походного костра.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пахчаҫимӗҫ мӗнле выртасси нӳхреп тасалӑхӗнчен, унти температурӑран, ҫимӗҫе управа епле хатӗрленинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех