Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эй, турӑҫӑм, ӗненес те килмест: пирӗн Симочка — пыр та кур, кинора вылять!— Господи, просто не верится: Симочка наша — и вдруг в кино представлять будет!
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тата темиҫе кун иртсен театр ҫӗнӗ спектакль лартатпӑр тесе пӗлтерчӗ: «На всякого мудреца довольно простоты» ятлӑччӗ вӑл, ӑслискерӗн рольне кунта Гришка Фабер вылять.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл маркерпа вылять, маркерӑн выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗрер черкке эрех сыпмалла, выляса ярсассӑн — тӑватӑ уран сӗтел айӗнче упаленмелле.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кунта лӑпкӑ, анчах та хырсем тӑррипе каҫхи ҫил вылять, вӑрман пӗрре ҫывратса ямалла юрӑ ҫеммипе кашлать, тепре шиклентерсе тӑвӑллӑн шавлать.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗчӗк Ира кӗтесре Пуканисемпе вылять.
Сана супӑнь парас-и? // Егор Афанасьев. https://chuvash.org/lib/haylav/7392.html
3) Ма чун вылять?
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Усал вӑййине вылять пулсан – Турри те пире манман-ха.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Пурте ашшӗ кӑтартнӑ енне пӑхрӗҫ те тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ: ҫавра ҫиҫӗм, чӑнах, хӗвел пек, сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗскер, хӑйпе хӑй ҫаврӑнса вылять…
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Спектакльте ултӑ артист кӑна вылять, ҫапах та - камитре юрӑ-ташӑ нумайран та-и - вӗсен йышӗ ун пекех сахал пек туйӑнмарӗ.
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Кӑшт аяккарах вӗтӗр-шакӑр - пурте чӑваш тумӗпе - вӑйӑ вылять.
Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02
Акатуй кунӗ пӗтӗм халӑх савӑнать, вылять, кулать, ташлать, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать.В день акатуя весь народ веселится, играет, смеется, пляшет, участвует в разных соревнованиях.
Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Ав, пуян чунлӑ, «ылтӑн» алӑллӑ, пуҫа усма хӑнӑхман ӑстаҫӑ питӗнче яланах ӑшӑ кулӑ вылять.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
3. Утлӑ ҫар вӑйкӑнса пырать, хӗҫ ҫиҫсе вылять, сӑнӑсем ялтӑртатаҫҫӗ; вӗлерни темӗн чухлӗ, купи-купипе виле: вилесен йышӗ те ҫук, ҫынсем вӗсене пыра-пыра такӑнаҫҫӗ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑслин чӗлхи-ҫӑварӗнче ӑслӑлӑх тӑрать, ӑссӑррин ҫурӑмӗ ҫинче чӗрӗ хулӑ вылять.13. В устах разумного находится мудрость, но на теле глупого - розга.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӳкеҫри «Солнечная» урамра пурӑнакансен килӗсенче темиҫе ҫул ҫутӑ «вылять».
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Сӑмах май, вӑл волейболла ӑста вылять.
Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Вӗсенчен 44,32 проценчӗ хоккейла, футболла, волейболла вылять, 23,9 проценчӗ туризмпа кӑсӑкланать, 18,3 проценчӗ спорт секцийӗсене ҫӳрет, 13,9 проценчӗ ишме юратать, 1 проценчӗ фитнеса ҫӳрет.
Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Паянхи кун вӑл «Барсшӑн» вылять, Аслӑ лигӑн пӗрлештернӗ командинче тӑрать.
«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№