Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Ӗнтӗ Гива умне пӗтӗм Израиль хушшинчен суйласа илнӗ вунӑ пин ҫын ҫитнӗ те, хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ; анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсене инкек кӗтсе тӑнине пӗлмен.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Миха ӑна каланӑ: юл ман патӑмра, ман патӑмра атте пул, священник пул; эпӗ сана ҫулталӑкне вунӑ сикль кӗмӗл, кирлӗ тумтир тата ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑп, тенӗ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Завулон йӑхӗнчен тухнӑ Елон пулнӑ, вунӑ ҫул хушши Израиле сут туса тӑнӑ.11. После него был судьею Израиля Елон Завулонянин и судил Израиля десять лет.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫирӗм икӗ пин ҫын каялла кайнӑ, вунӑ пинӗ ҫавӑнта юлнӑ.И возвратилось народа двадцать две тысячи, а десять тысяч осталось.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Гедеон вара хӑйӗн чурисенчен вунӑ ҫын уйӑрса илнӗ те Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ; анчах та ашшӗ килӗнчи ҫынсенчен, хула халӑхӗнчен хӑранипе ку ӗҫе кӑнтӑрла мар, ҫӗрле тунӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Варак вара Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ, вунӑ пин ҫынни те ун хыҫӗнчен аннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Варак ӗнтӗ Завулонсемпе Неффалимсене Кедес хулине чӗнсе пуҫтарнӑ, ун хыҫӗнчен вунӑ пин ҫын кайнӑ, Девора та унпа пӗрле пынӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Девора] Кедесран — Неффалимсен хулинчен — Варака, Авиноам ывӑлне, чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, [сана] ҫапла хушать: кай та — Неффалим ывӑлӗсемпе Завулон ывӑлӗсенчен хӑвӑнпа пӗрле вунӑ пин ҫын ил те Фавор тӑвӗ ҫине улӑх.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑн чухне моавсене вунӑ пин ҫынна яхӑн пӗтернӗ, ҫыннисем пурте сывӑ та тӗреклӗ пулнӑ, вӗсем пӗри те тарса хӑтӑлайман.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иуда ӗнтӗ тапранса тухнӑ, ханаансемпе ферезейсене Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ, Везек теекен вырӑнта вӗсем тӑшманӗсене вунӑ пин ҫын пӗтернӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус — Нав ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа чури — вилнӗ вара, вӑл ун чухне ҫӗр вунӑ ҫулта пулнӑ.29. После сего умер Иисус, сын Навин, раб Господень, будучи ста десяти лет.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Израиль ывӑлӗсем малтан Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне Финееса — Елеазар священник ывӑлне — янӑ, 14. унпа пӗрле вунӑ пуҫлӑх, Израиль халӑхӗн кашни йӑхӗнчен пӗрер пуҫлӑх, кайнӑ; вӗсем кашнийӗ ӑру пуҫлӑхӗ, пинпӳ пулнӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кааф ывӑлӗсенӗн ытти ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунӑ хула тивнӗ.26. Всех городов с предместьями их прочим племенам сынов Каафовых досталось десять.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ; 5. Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ; 6. Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ; 7. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манассияна ҫапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансӑр пуҫне, тата вунӑ пай ҫӗр тивнӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Манассия [ывӑлӗсен] хӗрӗсем арҫынсемпе тан ҫӗр илнӗ, унсӑр пуҫне Манассия ывӑлӗсене Галаад та тивнӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Маон, Кармил, Зиф тата Юта, 56. Изреель, Иокдам тата Заноах, 57. Каин, Гива тата Фимна: вунӑ хулапа вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чул хӑмасем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр, малтан ҫырнӑ пекех, Хӑй сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ ҫав вунӑ ӳкӗт сӑмахне ҫырса хучӗ, хӑмисене мана пачӗ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе [ту ҫинче тӑрса] вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫрӗ; эсир [Унӑн] сассине илтсе тӑтӑр, анчах сӑнне курмарӑр, сассине ҫеҫ илтсе тӑтӑр; 13. Вӑл сире Хӑйӗн халалне пӗлтерчӗ, сире Хӑйӗн ҫав вунӑ ӳкӗчӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма хушрӗ, ӑна Вӑл икӗ чул хӑма ҫине ҫырса пачӗ; 14. хӑвӑр аллӑра ҫӗнтерсе илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн Турӑ хунӑ йӗркесемпе саккунсем тӑрӑх пурӑнмалла, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа мана ҫавӑн чухне вӗсене сире вӗрентсе хӑварма хушрӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тӑваттӑмӗш кунне вунӑ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 24. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 25. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.