Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Йыш 29

Пай: Библи –> Йыша шутлани

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.29 12:42

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 753

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр; 2. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 3. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 4. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 5. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр, 6. ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.

7. Ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче те] сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр: ун чухне чунӑра йӑвашлатӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр; 9. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 10. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 11. тата ҫылӑх каҫарттарма, [хӑвӑра тасатма,] пӗр качака таки кӳрӗр; ҫакна тасалмалли кун ҫылӑхшӑн кӳмелли парне ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, [йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ].

12. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун хушши уявлӑр; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: вунвиҫӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр; вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 14. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: вунвиҫӗ пӑруран кашнийӗ пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, икӗ такаран кашнийӗ пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 15. вунтӑватӑ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 16. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳрӗр, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне ҫумне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

17. Иккӗмӗш кунӗнче вуникӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 18. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 19. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

20. Виҫҫӗмӗш кунӗнче вунпӗр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 21. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 22. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

23. Тӑваттӑмӗш кунне вунӑ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 24. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 25. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

26. Пиллӗкӗмӗш кунне тӑхӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 27. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 28. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

29. Улттӑмӗш кунне сакӑр пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 30. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 31. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

32. Ҫиччӗмӗш кунне ҫичӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек парӑр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 33. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 34. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

35. Саккӑрмӗш кунӗ уявпа сывпуллашма пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 37. йӗрке тӑрӑх ҫакӑнпа пӗрле пӑрусен, такасен тата путексен шутне кура тырӑ-пулӑ парни памалла, эрех сапмалла 38. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳмелле, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.

39. Хӑвӑрӑн уявӑрсенче Ҫӳлхуҫана ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр, ӑна сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳнӗ парне ҫийӗнчен, тырӑ-пулӑ парни тата канӑҫлӑх парни ҫийӗнчен памалла, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех