Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Эпӗ ӗнтӗ священниксен пуҫлӑхӗсенчен вуникӗ ҫын — Шеревияна, Хашавияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм; 25. эпӗ вӗсене Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли пухӑннӑ пӗтӗм пулӑшулӑха — патшапа унӑн канашҫисем, унӑн аслӑ улпучӗсем, ҫав ҫӗршыври пур израильсем парнелесе панӑ ылтӑн-кӗмӗле, савӑтсене — виҫе-виҫе патӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: 2. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш; 3. Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын; 4. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын; 5. [Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын; 6. Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын; 7. Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын; 8. Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын; 9. Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын; 10. Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын; 11. Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын; 12. Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын; 13. юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх та вунӑ кун патшара ларнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аса ӗмӗрӗнче ҫӗр ҫинче вунӑ ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тата вунӑ сӗтел тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, тата ҫӗр ылтӑн алтӑр тунӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тата, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек, вунӑ ылтӑн ҫутаткӑҫ тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тата вунӑ ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, вӗсене пиллӗкӗшне сылтӑм енне, пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, ҫав савӑтсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме хатӗрлекен парнесене ҫунӑ; тинӗсре вара священниксем ҫӑвӑннӑ, вӑл вӗсем валли пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата пӑхӑр парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ унӑн ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вунӑ чике пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 14. вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Исаия пророк вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ мӗлке вунӑ картлашка каялла чакнӑ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвпа пӗрле [Турӑ ҫынни валли] вунӑ ҫӑкӑрпа пашалусем, пӗр чӳлмек пыл ил те кай ун патне: вӑл сана ачана мӗн кӗтни ҫинчен калӗ, тенӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫапла Хирам вунӑ сапан тунӑ: вӗсене пурне те пӗр пек шӑратса тунӑ, пуринӗн те пӗр виҫе пулнӑ, пурте пӗр евӗрлӗ пулнӑ.37. Так сделал он десять подстав: у всех их одно литье, одна мера, один вид.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Унтан Хирам вунӑ пӑхӑр сапан тунӑ; кашни сапанӑн тӑршшӗ тӑватӑ чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Никӗсе хаклӑ чулсем, вунӑ чике хулӑнӑш, сакӑр чике хулӑнӑш пысӑк чулсем янӑ, 11. ҫиелтен те ҫав виҫепех касса янтӑланӑ хаклӑ чулсем тата кедр пӑрӑссем хунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.