Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуларӑм (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан эпӗ «Не белы снеги» юрласа ятӑм та юрланӑҫемӗн «Я жду тебя, когда зефир игривый» ятлӑ паллӑ романс ҫине куҫрӑм, унтан Хомяков трагедийӗнчи Ермак ҫӑлтӑрсемпе калаҫнӑ сыпӑка кӑшкӑрса вуларӑм; чӗрене тивмелли сӑвӑ та хайлама хӑтланса пӑхрӑм, вӑл «о, Зинаида!

Потом я запел: «Не белы снеги» и свел на известный в то время романс: «Я жду тебя, когда зефир игривый»; потом я начал громко читать обращение Ермака к звездам из трагедии Хомякова; попытался было сочинить что-нибудь в чувствительном роде, придумал даже строчку, которой должно было заканчиваться все стихотворение: «О, Зинаида!

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Астӑватӑп, вӗренес тесе, Кайданов кӗнекине те тытса пӑхрӑм, анчах чаплӑ учебникӑн йӗркисемпе страницисене тимлӗн ӑса илмесӗр пӑхкаласа лартӑм, «Юлий Цезарь ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе палӑрнӑ», тенӗ сӑмахсене умлӑ-хыҫлӑ вунӑ хут вуларӑм — ҫапах нимӗн ӑнланаймарӑм та кӗнекене пӑрахрӑм.

Помнится, я попытался работать и взялся за Кайданова — но напрасно мелькали передо мною разгонистые строчки и страницы знаменитого учебника, десять раз сряду прочел я слова: «Юлий Цезарь отличался воинской отвагой» — не понял ничего и бросил книгу.

VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Паян ир ҫинче вӗҫӗмсӗр хаҫат вуларӑм.

Я сегодня всё утро читал газеты.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

«Пчелка» ятлӑ хаҫат илсе вуларӑм.

Читал «Пчелку».

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Сирӗн телеграммӑра илсе вуларӑм, унта мӗн ҫырнипе фюрера паллаштартӑм.

Телеграмму вашу получил, с ее содержанием ознакомил фюрера.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ, сирӗн ҫырӑвӑра илсен, вуларӑм та тӳрех каларӑм:

Я, получив ваше письмо, прочитал и сразу сказал:

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ пысӑк заводсем ҫинчен вуларӑм — унта пӗтӗм ӗҫе машина хӑех тӑвать.

Я читал, как на больших заводах — там умная, машина все сама делает.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вуларӑм, вуларӑм, ҫырса пӗлтерчӗҫ.

— Есть сообщение, читал, читал.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен эпӗ хаҫатра вуларӑм.

Читал про его подвиг в газетах.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Почтмейстер ҫырӑва интересшӗн уҫса вуларӑм, терӗ, сире, батя, ун ҫине ҫилленме хушмарӗ.

— Почтмейстер сказал, что прочитал письмо из антиресу и чтоб вы, батя, на него не обижались.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗнеке вуларӑм та, нимӗн те ӑнланма пултараймарӑм тетӗн-и?

— Говоришь, читал книгу и не смог понять?

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вуларӑм, вуларӑм, анчах ӑна ниепле те ӑнланма пултараймарӑм…

Читал, читал, а понять ее так и не смог…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пӗр кӗнекене вуларӑм эпӗ, Танюша…

— Читал я, Танюша, одну книгу…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Парижран пуҫласа Якутска ҫитиччен тӗрлӗ университетра лекцисем вуларӑм.

— Я читал лекции в различных университетах начиная с Парижа до Якутска.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Эпӗ хам таса пулнӑ пулсан, ҫакна ӑнланман та пулӑттӑм, анчах авланиччен эпӗ, ытти арҫынсем пекех, хӗрарӑмсем пирки ҫапла шутланӑ, ҫавӑнпа та Трухачевский ӑшӗнче мӗн пуррине ҫырса хунӑ пекех вуларӑм.

Если бы я был чист, я бы не понимал этого, но я, так же как и большинство, думал так про женщин, пока я не был женат, и потому читал в его душе как по-писаному.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тимирязев ҫырнӑ кӗнекесене, эсӗ панине килӗштерсех вуларӑм, вӑл наукӑна ырлатӑп…

Книгу сочинений Тимирязева насчет удобрений, ту, что ты дала, читал охотно и науку одобряю…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

ҫеҫ, пиллӗкмӗш класра чух тин вуларӑм.

когда уже в пятом классе была, прочла.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унта шуса ансан эп хыпашлама пуҫларӑм — эпир пытанмалла выляттӑмӑр, — унтан шӑтӑк витӗр ҫӳлтен ҫутӑ ӳкрӗ те, эсир партизан пулнӑ чух, Гриценко мучипе стена ҫине алӑ пуснине вуларӑм.

Я как съехал — стал там шариться — мы в прятки играли, — а потом сверху свет пошел через дырку, и я прочел на стене, как вы с дядей Гриценко расписались, когда еще вы были партизаны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Пӗлетӗп, вуларӑм эпӗ ӑна; ку вӑл питӗ интереслӗ тата усӑллӑ пулмалла.

— Да, я читала; это, должно быть, очень интересно и полезно.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тупата туршӑн суймастӑп, мана Макарушка вулама сӗннӗ хулӑм кӗнекере ҫавӑн пек ҫырнӑ, хам куҫпа вуларӑм, эсӗ тем шуйттанла шутлатӑн.

Истинный бог, не брешу, так в толстой книжке, какую мне Макарушка читать подсудобил, и написано, своими глазами читал, а ты черт-те чего подумала.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех