Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулама (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, паянхи кун кӗнеке вулама пӑрахнӑ теме май ҫук — кӗнеке лавккисем хупӑнман-ха, ӗҫлеҫҫӗ.

Нет, нельзя сказать что сегодня перестали читать книги - книжные магазины не закрылись же, работают.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Тата тепӗр япала — телекурава пула халӑх сахалрах вулама пуҫларӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Ещё другая вещь - не будет ошибкой сказать, что с появлением телевидения народ стал меньше читать.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Енчен те пире (чӑвашла ҫырма, вулама, лайӑх калаҫма пултаракансене) ӳссе аталанма чӑвашла хаҫат-журналсенче, кӗнекесенче ҫырни тата хушӑран чӑвашрадио калаҫни ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, паянхи ялти ачасене ку кӑна тивӗҫтермест.

Если нам (способным по-чувашски писать, читать, хорошо говорить) было бы достаточно для развития написанного в чувашской прессе, книгах и иногда сказанного по чувашскому радио, сегодняшним деревенским детям только этого недостаточно.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Иксӗмӗр те сӑвӑсем вулама юрататпӑр, чечексем ӳстеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Доклада хатӗрленӗ вӑхӑтра Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ словарьне, Даль словарьне, вырӑс чӗлхин пысӑк академи словарьне кӑсӑклӑ роман пек вулама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Хитре ӳкерекен те, спорта чунтан кӑмӑллакан та, сӑвӑ-калав вулама юратакан та, аслисене пулӑшма ӑнтӑлакан та, кайӑксемшӗн тус пулакан та пур пирӗн хушӑмӑрта.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫапла майпа ҫӗр ӗҫӗпе ытларах та ытларах кӑсӑкланма пуҫларӑм, кӗнекесемпе хаҫат-журналта та ҫак ыйтусемпе ҫырнисене вулама тӑрӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вулама вӑхӑт тупатӑпах.

- Для чтения все же нахожу время.

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кӗнеке вулама юрататчӗ.

Любил книги читать.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Анчах вырӑсла ҫырма, вулама вӗреннӗ чухне чӑваш ҫырулӑхӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ.

Однако при обучении русскому письму, чтению возникают проблемы связанные с чувашской письменностью.

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Унччен пире кӳршӗсем вулама паратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ун чухнехи вӗренекенсенчен нумайӑшӗ паян та чӑвашла вулама, ҫырма пӗлмеҫҫӗ.

Ученики тех времен даже сейчас по-чувашски читать и писать не умеют.

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вулама килӗштеретӗп, уйрӑмах вӑрҫӑ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Канатпӑр, савӑнатпӑр! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫулланнӑ арҫын «Сувар» хаҫатӑн пӗр номерне илсен: «Хаҫачӗ пирӗн чӑвашла, вулаймастӑр пуль»,– тесе асӑрхаттарсан, вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен: «Эпӗ те чӑваш, тӑван чӗлхепе вулама манман-ха»,– терӗ хаҫата уҫкаланӑ май.

Мужчина в возрасте взяв один из номеров газеты "Сувар" на наше замечание: "Наша газета на чувашском, не прочтете", он неожиданно: "И я чуваш, еще не разучился читать на родном языке", - сказал перелистывая газету.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

«Пӗтӗм страницисене васкаса пӑхса тухатпӑр малтан, унтан Е.Турхан илсе пыракан «Тӗлӗнтермӗшсенчен» е кулӑшсенчен вулама тытӑнатпӑр», – теҫҫӗ Ивановсем.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унта хӑнана кайсан та вулама кирлӗ вӗт мана.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Элекҫей чун-чӗринче юлашки виҫӗ-тӑватӑ кунта темле ӑнланмалла мар пысӑк улшӑнусем пулса иртнине пурте курса тӑчӗҫ: нумай калаҫмасть, нимле вӑййа та хутшӑнмасть, вулама та пӑрахрӗ, хутнӑ кӑмака ҫумне тӗршӗнет те шухӑша путса тӑрать.

Все видели, что в последние три-четыре дня в душе Алексея происходили какие-то необъяснимые, большие перемены: говорит мало, не играет, перестал читать, часто пристраивался у открытого огня и погружался в раздумья.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӑна тӗрӗс вулама икӗ пӑнчине хуратма кирли ҫинчен шарламарӑм.

Не сказал, чтобы правильно прочитать письмо, нужно стереть две точки.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫапла пурӑна киле кунти йӑхташсем тӑван чӗлхепе вулама маннӑ ҫеҫ мар, вӑл кирлех те мар текен шухӑш патне килсе ҫитнӗ.

Таким образом со временем здешние соплеменники не только подзабыли читать на родном языке, но и пришли к мысли, что он как бы не нужен.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех