Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулама (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене вулама питӗ юрататтӑм эпӗ.

Я очень любила их читать.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Куртӑм та — тӗлӗнтӗм: мӗн тери хитре вӗсем, куҫ илми пӑхас килет, сӑнанӑҫемӗн кӗлӗ вулама кӑмӑл ҫуралать.

Увидела и - удивилась: до того красивые они, глаз не оторвать, все больше присматриваясь появляется желание помолиться.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вулакан ӑна икӗ енчен те вулама пултарать, тепӗр енне ҫавӑрмалла ҫеҫ.

Читатель может читать ее с двух сторон, только нужно перевернуть.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ачасем ӑна чӑвашла, пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрсан вырӑсла вулама пултараҫҫӗ.

Дети ее могут читать на чувашском, перевернув - на русском.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Юлашкинчен, 1935 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче, «Богатырь» колхоз тихи Иван Лялин конюх асӑрхайманнипе, ветврача вӑхӑтра пӗлтерейменнипе вилсе кайни ҫинчен пӗлтернине те вулама кӑсӑклӑ.

А еще интересно читать о том, что в 1935 году 1-го ноября жеребенок колхоза "Богатырь" из-за того, что конюх Илья Лялин не уследил, вовремя не сообщил ветврачу, околел.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Каникулта вулама панӑ кӗнекесемпе пикенсех паллашаҫҫӗ, ялти библиотекӑсене ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Знакомятся книгами, заданными на каникулярный период, находят время для посещения сельской библиотеки.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

— Анне ман сӑвӑсене вулама питӗ юрататчӗ.

— Мама очень любила читать мои стихи.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫамрӑк чухне Сергей Есенин сӑввисене вулама питӗ юрататтӑм та /вӑл та ял поэчӗ вӗт!/ — хамӑн та ун пекех шӑрҫалас килетчӗ.

В молодости очень любил читать стихи Сергея Есенина (он ведь тоже сельский поэт!) — и самому хотелось сложить так красиво.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Лайӑх вулама хӑнӑхтарасси, шухӑшлавне аталантарасси ҫинчен ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Кӗнекесен йышӗ — 1 пин экземпляр. Вулакансем ытларах — шкул ачисем. Ҫитӗннисен хушшинче Петр Тимофеев, Михаил Семенов, П.Никифоров вулама юратаҫҫӗ», — ҫырнӑ Елизавета Александровна.

"Количество книг - 1 тысяча экземпляров. Читатели в основном - школьники. Среди взрослых больше любят читать Петр Тимофеев, Михаил Семенов, П.Никифоров", - писала Елизавета Александровна.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Анчах кӗнеке вулама юратманни питӗ тӗлӗнтерет.

Только очень удивляет, что не любят читать.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ачаран вулама юрататӑп.

С детства люблю читать.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Калӑпӑр, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин Василий Егоровӑн алҫырӑвӗсене те тытса вулама пулать.

Скажем, можно почитать и рукописи исследователя чувашского языка Василия Егорова.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чылай ҫул каялла тухнӑ вырӑс кӗнекисене тепӗр хут вулама тытӑнчӗҫ: В.Астафьев, М.Алексеев...

Начали читать русские книги, изданные много лет тому назад: В.Астафьева, М.Алексеева...

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Шкул ачисен хушшинче вулама юратаканнисем те, вуламаннисем те яланах пулнӑ.

- Среди школьников всегда были и любящие читать, и не любящие.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кӑмӑл пур-тӑк телекӑларӑм курма е хаҫат-журнал вулама, алӑ ӗҫӗнче чун киленӗҫне шырама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вулама кӑмӑл пӗтсе каять.

Проподает настроение читать.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Апла пулин те ялти халӑх хаҫат вулама манса кайнӑ тесе калас килмест манӑн.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӗнеке вулама кӑмӑлланине, тӑван чӗлхене юратса хисеплес туйӑма аталантармалла тата чӗртсе тӑратмалла, литературӑна ҫӗнӗ художествӑлла пусӑма – Константин Иванов, Геннадий Айхи пек чаплӑ сӑмах ӑстисен шайне – ҫӗклемелле.

Необходимо и дальше прививать и возрождать любовь к чтению, родному языку, поднимать литературу на новый художественный уровень, достойный таких выдающихся мастеров слова, как Константин Иванов и Геннадий Айги.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех