Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗн (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен вӗсем кӗрекере виҫҫӗн ҫеҫ ларатчӗҫ, акӑ, тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ те, хӗрарӑмсем унтан хӗп-хӗрлӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ Патиреке ҫавӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче, ҫӗрле, виҫҫӗн ун килне ҫаратма пынӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗн килчӗҫ те лашана хаклашма тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Элчӗсем — виҫҫӗн, хуралта — аллӑ иҫник.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хамӑр учительсен ачисем виҫҫӗн пулаҫҫӗ, пуп хӗрӗсем иккӗн, сирӗн Кӗпӗрьян тата темиҫе вӗренекен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах ҫӑра тӗмӗсем хушшинчен виҫҫӗн михӗсемпе карҫинккасем йӑтса тухнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫҫӗн ҫӗрле пырса кӗнӗ вӗсем Петр Ильич патне.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳртре виҫҫӗн кӑна тӑрса юлнӑ: Павлушпа асламӑшӗ тата ватӑ кушак аҫи.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урапа ҫинче пӗр сӑмах чӗнмесӗр виҫҫӗн ларса пыраҫҫӗ: хуҫипе тарҫи тата вӗсен хуралҫи.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Комиссар господин ас тӑватех-тӗр: иртнӗ ҫул ав мексикансем алӑка тӗксе хунӑччӗ те ҫапӑҫнӑччӗ, ултта хирӗҫ — виҫҫӗн

Господин комиссар помнит, как в прошлом году мексиканцы заложили дверь баррикадой и бились: на шестерых — три.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак каҫ ун патӗнче виҫҫӗн пухӑнтӑмӑр: эпӗ, Андерсон тата Филатр.

В тот вечер у него собрались трое: я, Андерсон и Филатр.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шӗвӗр пӳрнесем рейд еннелле виҫҫӗн тан тӑсӑлчӗҫ.

Три указательных пальца вытянулись по направлению к рейду.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тапӑну кӗтменлӗхӗ тискерчӗксене курак ушкӑнӗлле сапаларӗ; виҫҫӗн кӑна юлчӗҫ, ахӑртнех, йывӑр суранланнисем, мӗншӗн тесен вӗсем ӳкнӗ те ҫӗрте йӑраланаҫҫӗ.

Неожиданность нападения разогнала дикарей, как стаю ворон; остались лишь трое, по-видимому, тяжело раненных, так как, лежа, они возились по земле.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпир виҫҫӗн, — кулса хуравларӗ Дюрок.

— Нас было трое, — смеясь, ответил Дюрок.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫул тӑрӑх ман паталла виҫҫӗн ҫывхараҫҫӗ; вӗсен хушши тӗрлӗрен: чи ҫывӑххи — Эстамп, вӑл тӑшман еннелле ҫурри ҫаврӑнса чупать; ун хыҫҫӑнах — Варрен, Варрен хыҫҫӑн, унран кӑштах юлса, Босс чавтарса пырать.

На разном расстоянии друг от друга по дороге двигались три человека, — ближайший ко мне был Эстамп, — он отступал в полуоборот к неприятелю; к нему бежал Варрен, за Варреном, отстав от него, спешил Босс.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Ку темех мар, эпир виҫҫӗн».

«Это ничего, нас трое».

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Унта вӗсем, виҫҫӗн: вӑл, Молли тата унӑн аппӑшӗ.

 — Там они, трое: он, Молли и ее сестра.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Алӑкран иртсенех — пысӑк шкап евӗрлӗ хутлӑх, кунта харӑсах виҫҫӗн тӑраятӑн.

За ней оказался род внутренности большого шкапа, где можно было стать троим.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Самаях сарлака — виҫҫӗн юнашар тӑраятӑн.

Его глубина была достаточной, чтобы стать рядом троим.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл мана ятлать, ҫав самантрах тачка ураллӑ хӗр ача васканипе шуҫлак плита ҫине карҫинкки-мӗнӗпе тӑсӑлса ӳкрӗ те — миндаль хумӗ манӑн урасем патнех кусса килчӗ; ҫав вӑхӑтрах виҫҫӗн, капмар пулла сӗтӗрсе кӗрекенскерсем, мана пӗр еннелле, повара тепӗр еннелле тӗртсе хӑварчӗҫ, миндаль ҫийӗн пулӑ хӳрипе сухаласа иртрӗҫ.

Едва успел он меня выругать, как толстоногая девчонка, спеша, растянулась на скользкой плите с корзиной, и прибой миндаля подлетел к моим ногам; в то же время трое, волоча огромную рыбу, отпихнули меня в одну сторону, повара — в другую и пробороздили миндаль рыбьим хвостом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех