Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗн (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухса кайнисем вырӑнне урӑххисем виҫҫӗн, пиллӗкӗн, вуннӑн пырса кӗреҫҫӗ.

Уходят одни, вместо них вваливаются человек пять-шесть новых.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗн, — терӗ Кабир.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн шутламалли, виҫҫӗн кӑна вӗсем пирӗн, — терӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гариф килте виҫҫӗн ҫеҫ пурӑнать: хӑй, арӑмӗ тата ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗтел хушшинче виҫҫӗн лараҫҫӗ: Камышин, Ятман, Липа.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫҫӗн мар, тӑваттӑн, — хирӗҫлерӗ ывӑл ачине шӑхличӗ туса парас тесе аппаланакан Кабир.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иккӗн калаҫаҫҫӗ, виҫҫӗн калаҫаҫҫӗ, тӑваттӑн-пиллӗкӗн ,уйрӑлса сӑмахлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫемьерен виҫҫӗн фронта килтӗмӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫҫӗн тӑни иккӗн тӑни мар.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫапла виҫҫӗн пӗр харӑс ӗҫленине кӳршӗсем те асӑрхамасӑр юлмарӗҫ, мӗн тӑваҫҫӗ-ха кусем тесе пӗрин хыҫҫӑн тепри чупа-чупа каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах тул ҫутӑлсан виҫҫӗн лашасене пӑхма тухрӗҫ те Аникей лаши хыттӑнах уксахланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗсем Ивановсен виҫҫӗн – Иван, Дима тата Андрей.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Сӗтел хушшине виҫҫӗн ҫеҫ ларса юлнӑ: Пикпав, Яхуте тата Сарыев мӑрса ҫынни Аликей.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламаспа Ахтупай, ҫакна малтанах пӗлсе тӑраканскерсем, ним шикленмесӗр кӗпер ҫине кӗчӗҫ, вырӑс хуралҫисене (вӗсем кунта виҫҫӗн тан тӑраҫҫӗ ӗнтӗ) пуҫ тайса сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗн ӑна часрах тытаттӑмӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗнӗ вырӑн пирки вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: тепринче вӑрмана Ахтупай ашшӗ Иштерек килет, ӳлӗмрен пурӑнмалли вырӑна арҫынсем виҫҫӗн суйласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак виҫҫӗн пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем пирӗн виҫҫӗн.

Их у нас трое.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

— Игнатьевасем эсир кунта виҫҫӗн.

— Игнатьевых вас здесь трое.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

«Лайӑх вырӑн шыраса тупӑр та виҫҫӗн шӑпа ярӑр, кама шӑпа тухать, ҫавна чӗрӗллех ҫӗр айне чикӗр», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех