Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнисене (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан каллех вара, тӑвӑнса ҫитнӗ лару-тӑрӑва пушшех те хӗртсе ярса, хӗрарӑмсем хӑрушла ӳлесе ӗсӗклени, вилнисене асӑнса, «сӑнсӑр сасӑпа» кӑшкӑрса хӳхлени илтӗнсе кайрӗ…

И снова, накаляя и без того накаленную атмосферу, раздались истерические бабьи всхлипы, крик и голошенье по мертвому «дурным голосом»…

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ав ҫавӑнта, тепӗртаках ансан, вилнисене куратӑр-ха ак.

— Вот тут зараз, как зачнете спущаться, — увидите битых.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилнисене пӑшал таврашӗ кирлӗ мар: хӗрлӗ гвардеецсем виҫӗ ҫынӑнне ӗнтӗ, хырӑмпа шуса пырса, винтовкисемпе патронӗсене илсе кайрӗҫ…

В красногвардейской цепи у трех уже, подползая, взяли товарищи винтовки и патроны, — мертвым оружие не надобно…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Халӗ сывӑ юлнисем ҫинчен шухӑшлас пулать, вилнисене пит нумай кирлӗ мар.

— Тут об живых надо думать, а мертвякам мало надо.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилнисене хресченсем пытарнӑ.

Похоронили крестьяне убитых.

Тоцкра // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӗсене пурне те — вилнисене те, чӗррисене те — акӑ ҫакӑнта, Мускав патӗнче памятник лартмалла!

Им всем — и мертвым, и живым — вот здесь, у Москвы памятник надо поставить!

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах халь пӗр ӗҫе кӑна тума юрать тата тумалла та: кирек мӗнле хӗҫпӑшал пулсан та, ӑна алла илсе пемелле, пемелле, пемелле, — хир тӑрӑх гитлеровецсем пысӑк ушкӑнпа тискеррӗн кӑшкӑрашса, автомачӗсемпе тӑрӑлтаттарса, аманнисемпе вилнисене юр айне таптаса, пирӗн персе тӑракан салтаксене хирӗҫ пыраҫҫӗ.

Но делать можно и нужно было сейчас только одно: хватать любое оружие и стрелять, стрелять, стрелять огромная толпа гитлеровцев двигалась по полю уже с диким ревом и пальбой из автоматов, двигалась навстречу нашему огню, затаптывая в снег убитых и раненых…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вилнисене пытаракансем Российӑра тата тепӗр нимӗҫ масарӗ турӗҫ.

Похоронная команда сделала в России еще одно немецкое кладбище.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аманнисене йӑта-йӑта тухрӗ, вӗсене пулӑшу пачӗ, ҫула май ҫапӑҫу хирне боеприпассем турттарчӗ, ҫапӑҫура вилнисене тата вӗсен хӗҫпӑшалӗсене пуҫтарма пулӑшрӗ…

Она выносила раненых, оказывала им помощь, попутно доставляла боеприпасы, помогала собирать павших на поле боя и их оружие…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑна тӑн кӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра ҫӗрле пулнӑ ӗнтӗ, ҫапӑҫу хирӗнче вилнисене пуҫтаракан командӑн салтакӗсем вилесене пӑхса ҫӳренӗ, вӗсем Лена кӑшкӑрнине илтнӗ те унта пырса ҫӗр пӳртрен нимӗҫ салтакне сӗтӗрсе кӑларнӑ, унтан ӑна та туртса кӑларнӑ…

Когда к ней вернулось сознание, была уже ночь и по полю боя, осматривая трупы, ходили бойцы похоронной команды; они услышали ее крик, вытащили из землянки мертвого немецкого солдата, а затем вытащили ее…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вилнисене пурне те пуҫтартӑр-и?

— Убитых всех собрали?

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вилнисене пытарса таврӑнсан, Озеров капитан тыткӑна лекнӗ нимӗҫе лӑпкӑн та йӗркеллӗ калаҫтарма хӑтланса чылай вӑхӑт ирттерчӗ.

Капитану Озерову, когда он вернулся с похорон, очень долго не удавалось заставить пленного отвечать спокойно, связно и толково.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Манӑн атте, ӑна пӗччене йывӑр пулнӑ пирки, вилнисене парне памалли япаласене сыхлама ывӑлне, Жунь-туна, илсе килме ирӗк пачӗ.

Он сказал отцу, что один не управится, и тот разрешил привести на подмогу своего сына Жунь-ту, чтобы тот стерег утварь.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Хыҫалтан аманнӑ тӗрӗксемпе вилнисене урапапа турттарса пычӗҫ.

Сзади везли на телеге убитых и раненых турок.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халь тин вилнисене асӑнса кӗл тӑвасси ҫеҫ юлать.

— Теперь уж поздно панихиду служить.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Утса килнӗ сасӑ пӳлӗм патнеллех ҫывхарчӗ, темле юрри те уҫҫӑнрах янӑра пуҫларӗ, юрри вара те вилнисене асӑнса кӗл тунӑ майлӑрахчӗ, те хурлӑхлӑн йынӑшниччӗ.

Шаги приближались, и странное пение звучало все отчетливее, напоминая не то заупокойную молитву, не то жалобные стоны.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку, манӑн тӑванӑмсем, чиркӳре «вилнисене канлӗх пултӑр», тесе е мӗнле те пулин чуна тивекен лӑпӑр-лапӑра юрланинчен япӑх мар…

Это, братцы мои, не хуже, чем в церкви, когда поют «со святыми упокой» или ишо какую-нибудь трогательную хреновину…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑҫал вилнисене асӑннӑ кун сайра килекен сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ.

День Поминовения в том году выдался на редкость холодным.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Юрать-ха тата вӑл ман карланкӑ патне ҫитеймерӗ, ярса илнӗ пулсан, пӗр-икӗ хутчен пӑвнӑ пулӗччӗ те, вара хайхи Щукаре вилнисене асӑнмалли кӗнеке ҫине ҫыр та хур пулатчӗ.

Да ить хорошо, что он мне до глотки не добрался, а то давнул бы раза два за хрип — вот тебе и записывай Щукаря в поминание.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Герасима чӗрсе пӑрахать те вилнисене ҫырнӑ пая кӗртсе хурать.

Зачеркивает Герасима и переносит его в заупокойный отдел.

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех