Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тоцкра

Пай: Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ –> Пӗрремӗш сыпӑк. Фантазисем

Автор: Георгий Ефимов

Ҫӑлкуҫ: Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хушнӑ: 2020.02.15 03:37

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 286

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫуркунне. Хӗвел, ҫӗртен хӑпса, чылай ҫӳлелле хӑпарнӑ ӗнтӗ. Каҫӗсем кӗске, кунӗсем вӑрӑм.

Тоцк ялӗ. Ирхи кӳлӗм. Ҫурт ҫийӗсем кӑштах пӑсланаҫҫӗ. Урамсем пуш-пушах. Недосекин хуҫан Шарик ятлӑ йытти вӗрсе, хыттӑн чупса иртрӗ. Хӑй ҫурчӗн крыльци ҫине Хлыстов штык-юнкер тухса тӑчӗ. Анаслать. Карӑнать.

Пурте халичченхи евӗр.

Сасартӑк…

Хлыстов курать: мужиксем ун патнелле чупаҫҫӗ. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ. Ҫирӗм ҫынна яхӑн. Чупса ҫитеҫҫӗ те ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ, ун умне чӗркуҫленеҫҫӗ:

— Турӑ пул, шелле! Тӗп ан ту, аттемӗр!

Иккен, Хлыстов хресченсенчен татман парӑмӗсене пухма хушнӑ. Улпута нумай парӑма кӗнӗ хресченсем. Камӑн пӗр тенкӗ, камӑн иккӗ, камӑн тырӑ, камӑн какай памалла. Тырӑ пулман, хресченсем ҫука юлнӑ. Мӑй таранах парӑмра.

— Тӑхта, аттемӗр, — йӑлӑнаҫҫӗ мужиксем. — Кӑшт та пулин тӑхта — ҫӗнӗ тырӑччен хӑть.

— Кайӑр тухса! — кӑшкӑрса янӑ Хлыстов. — Халех! Паянах тӳленӗ пултӑр! Тӳлесе татман парӑмсемшӗн ҫуртӑрсене вут тӗртетӗп.

Вара Серафим Холоднӑйӑн ҫуртне ҫунтарса ярать.

Ҫак самантран пуҫланса каять те. Кӳренӳ ҫӗклет мужиксен чунӗсене. Хаярлӑх юна хӗртсе ярать.

— Вӗлерӗр чуниллине!

— Сенӗкпе тирес, сенӗкпе! — кӑшкӑрнӑ Серафим Холодный.

— Незнайкӑна, Незнайкӑна пуҫхӗрлӗ чӑмтарас, — янраттарнӑ Прыткова Натали, генерал парикмахерӗ, Алексашӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ.

— Хӑй ҫуртне аркатас! — кӑшкӑрнӑ ытти хресченсем.

Хлыстовӗ аран-аран тарса ӗлкӗрнӗ. Ут утланнӑ та — Ӗренпура улпут-генерал патне вӗҫтернӗ.

Йӗрке тума Рейнсдорп Гагарин офицера пӗр ушкӑн салтакпа Тоцк ялне кӑларса янӑ. Кӗҫех салтаксем яла ҫитнӗ.

Мужиксемпе хӗрарӑмсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ. Алӑра камӑн сенӗк, камӑн ҫава, камӑн чукмар. Мала Серафим Холодный тухнӑ.

— Ачасем, — чӗннӗ вӑл салтаксене, — эсир пирӗн юнран мар-и? Эсир-и пире…

— Чарӑн! — кӑшкӑрса пӑрахнӑ Гагарин офицер. — Перӗр вӗсене! — команда панӑ вӑл.

Персе янӑ салтаксем. Халӑх тӗрлӗ еннелле чӑл-пар саланнӑ. Ҫӗр ҫине вилнисем ҫеҫ выртса юлнӑ. Вӗсен шутӗнче Акульхӑпа Юлькӑн ашшӗпе амӑшӗ, Прыткова Натали сарӑ хӗр, Серафим Холодный тата Матвей Соколов — Гришаткӑна кун панӑскер, унӑн ашшӗ — пулнӑ.

Хресченсене ялта икӗ кун хушши ҫаптарнӑ. Унтан салтаксем тухса кайнӑ.

Вилнисене хресченсем пытарнӑ. Пурте шӑпланнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех