Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнех (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вилнӗ пулсан, Харисӗ вилнех тейӗччӗ, — председателе лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ҫинкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лешӗ вилнех пулсан, хӑрушӑрах вара.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялта ман пирки вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вилнех пулам терӗм те унта таврӑнмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вилнех пулсан, ун вырӑнне кам килӗ-ши апла? — ыйтрӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вилнӗ вилнех, чӗртес ҫук ӗнтӗ, апӑршана.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хушӑран Экэчо хӑйне хӑй лӑплантаркаларӗ, Нутэскинпа Чумкель пӑр хушшине лексе вилнех пулӗ-ха, текелесе пурӑнчӗ.

Экэчо порой удавалось успокоить себя мыслью о том, что и Нутэскин и Чумкель наверняка погибли во льдах.

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хмара чӑнах та темле ирсӗр ӗҫе хутшӑннӑ пулсан, вӑл сире упӑшкӑр вилнех тесе ӗнентерме тӑрӑшать пулсан, вара эсир ӑна систерсе ҫеҫ калӑр.

Если же Хмара действительно участвует в каком- то обмане, и цель его — уверить вас в смерти мужа, то вы лишь насторожите его.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Вӗсем вилнех иккенне нимрен те курма ҫук вӗт.

— Ведь нет прямых доказательств их смерти.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗлетӗн-и, Ксюша, пичче чӑнах та вилнех пулсан, хӑй те вӑл хуйхӑрсах вилет.

А ты знаешь, Ксюша, ежли она узнает, что он взаправди помер — она от тоски сама помрет.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун И-цзи чӑнах та вилнех пулас.

Наверно, Кун И-цзи и в самом деле умер.

Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.

Старик шутланӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне тарнӑ ҫынҫиенсем хӑйсен ҫыранӗ хӗрне ҫитме пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав каҫ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ахӑрса кайрӗ, ҫынҫиенсем, киммисем ӳпӗнсе кайнипе, шыва путса вилнех, пулмалла.

Старик отвечал, что, по его мнению, убежавшие дикари никоим образом не могли добраться до родных берегов в такую сильную бурю, какая бушевала в ту ночь, что, наверное, их лодку опрокинуло и все они утонули.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак самантра мана тинӗс хумӗсем пырса ҫапнӑ пулсан, эпӗ чыхӑнса вилнех пулӑттӑм.

Если бы в ту минуту море снова успело налететь на меня, я непременно захлебнулся бы в воде.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пурте ман пирки ку вилнех тесе шутларӗҫ пулмалла.

Все были уверены, что я уже мертв.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир сана пурсӑмӑр та вилнех тесе шутлаттӑмӑр, вӑл та ҫаплах шухӑшлать…

Она, как и все мы, считала тебя погибшим…

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хам Молдавире пурӑннӑ чух Янкулеску хураха пурте вилнӗ тетчӗҫ, хаҫатсенче те вӑл вилнех тесе ҫырчӗҫ…

В бытность мою в Молдове все говорили, будто разбойник Янкулеску умер, и даже в газетах об этом писали…

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир сана вилнех пулӗ тесе тӑраттӑмӑр.

— Мы были убеждены, что ты погиб.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл тӗрӗс те турӗ пулас — ҫул ҫинче эпӗ вилнех пулӑттӑм.

Вероятно, она была права — я умерла бы дорогой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх нимӗнле сӑмах та кирлӗ пулман ӗнтӗ — атте вилнех иккен, вӑл урӑх нихҫан та таврӑнас ҫукки паллах.

Конечно, не нужны были новые подтверждения, что отец погиб и никогда не вернётся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех