Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветерансене (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Типографипе район хаҫачӗн редакцине пӗрлештернӗ хыҫҫӑн та пире, ветерансене, манманни савӑнтарать, ҫулленех Ватӑсен кунне чӗнсе чыслаҫҫӗ, юбилейсенче-мӗнсенче те миҫе ҫул ӗнтӗ хавхалантараҫҫӗ, «Ҫӗнтерӳ ҫулне» тӳлевсӗр илсе тӑратпӑр», – пӗлтерет Юлия Иссаковна.

"Радует, что после воссоединения типографии и редакции районной газеты нас, ветеранов, не забывают, ежегодно чтят приглашением на день пожилых, уже сколько лет воодушевляют на юбилеях, бесплатно покупаем "Победную дорогу", - рассказывает Юлия Иссаковна.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Ҫакӑ, уйрӑммӑн илсен, ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, реабилитациленӗ тата политика репрессийӗсенчен хур курнӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу парассине пырса тивет.

Это касается, в частности, мер социальной поддержки ветеранов, тружеников тыла, реабилитированных и лиц, пострадавших от политических репрессий.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пирӗн хаҫата вулакан ветерансене тата нумай ҫул Ҫӗнтерӳ кунне уявлама сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Элеваторӑн пуҫлӑхӗсем ветерансене манса каймаҫҫӗ, кварталта пӗрре 3-4 михӗ ҫӑнӑх е сӑсӑл параҫҫӗ, Ваттисен кунне, Ҫӗнӗ ҫул тата ытти уявсене парнесемпе саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Хускану пурнӑҫ тӑсӑмӗ пулнине яланах асра тытаҫҫӗ социаллӑ ӗҫченсем, хӑйсем те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ, ветерансене те сӳрӗкленме памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Училищӗре концерт йӗркелеҫҫӗ, ветерансене йыхравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Митингри чи савӑнӑҫлӑ самант - Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ ветерансене асӑнса ҫӗнӗ палӑк уҫни.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ентешӗмсене, ветерансене ҫывхарса килекен сумлӑ уявпа, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе, чӗререн саламлатӑп, мирлӗ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, телей сунатӑп!

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев муниципалитетсенче ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармалла маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Хӑйсен пуян та паха опычӗпе ҫамрӑксене паллаштаракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.

Особую признательность выражаю ветеранам, которые щедро делятся своим опытом с молодежью.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822

Раҫҫей прокуратурин мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе упраса хӑварнӑ тата паян хӑйсен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Выражаю особую признательность ветеранам, сохранившим славные традиции российской прокуратуры и ныне передающим свой бесценный опыт молодому поколению.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664

Чӑн малтанах, хӑйсен пурнӑҫӗ тӑршшӗпех ҫӗршывпа общество ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ ветерансене!

В первую очередь ветеранам, которые всю жизнь работали на благо страны и общества!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пулӑшу кирлисене, чӑн малтанах нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ветерансене, социаллӑ пулӑшу парасси вӑйланчӗ, бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ палӑрмаллах пысӑкланчӗ, ҫавна пула республикӑри чухӑнлӑхра пурӑнакансен шучӗ 14 процент чухлӗ чакрӗ, Чӑваш Енре халӑх йышӗ хӑй хальлӗн ӳснине виҫҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр!

Усилилась социальная поддержка нуждающихся, в первую очередь многодетных семей и ветеранов, существенно повысилась заработная плата работников бюджетной сферы, и, как результат, почти на 14% сократилось число жителей республики, находящихся за чертой бедности, три года подряд в Чувашии регистрируется естественный прирост населения!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех