Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ахӑр (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усал-тӗселтен пулӗхҫӗ хӑтартӑр та, ку ахӑр самана-ҫанталӑк чарӑнмассах тапранчӗ-ши кӑҫал?

Больше страшит пурга, которая, по всему, и не думает останавливаться.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ахӑр, кунти чӑвашсен Мулӗ пур-тӑр ҫав вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

…Пит ахӑр каҫ, тӳпе кӗрлет, Тӗнче сӗм пӗлӗтпе хупланнӑ, Вӑрман та тулхӑрса сӗрлет — Тӗнче ытла та тӑвӑлланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тиха парт! пӑрӑнчӗ; урма Пуҫланӑ ахӑр: вӑл сикет, Пӗр чарӑнать те пӗр ӳкет; Сиксе тӑрса ҫул урлӑ чупрӗ, Сасартӑк чарӑнчӗ те утре, Енчен енне кӑнн сулланса, Вара йӑванчӗ тӑлланса.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах «аппетит апатланнӑ чухне килет» тенешкел, хӗрарӑмсенчен пӗри меллӗ самантпа усӑ курас терӗ ахӑр: ун шучӗпе, хайхи ҫула Анат Ҫӗрпӳкасси таранах тӑссан аван пулмалла — Етӗрне еннелле тӳртен ҫӳреме май пулӗ.

Но как говорится в поговорке «аппетит приходит во время еду» одна из женщин решила воспользоваться удобным моментом: по ее мнению, хорошо было бы продлить эту дорогу до Кузнечной — чтобы можно было напрямую выехать по направлению к Ядрину.

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Мӗн пирки тытӑнса тӑни паллӑ: ҫак ахӑр саманаллӑ вӑхӑтра ӑна эпир ҫӑла-ҫӑла хӑваратпӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринчи ялта кӑнтӑр кунӗнчех ахӑр самана пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Камсем-ши вӗсем Тӑсланкӑпа Шывпики? Вӗсемпе вӑл питӗ хытӑ аташать, ҫамрӑк пурнӑҫӗнче темле йывӑр япала пулса иртнӗ ахӑр. Ку илемлӗ пӑлхар хӗрӗнче темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх пур», — тесе уйласа ларчӗ ватӑ Ремис.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ушкӑн хӑна килсе ҫитнӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вунӑ ҫул вӗрентни сая каймарӗ-тӗр ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗншӗн Яхутен хуралламалла пулнӑ-ха ӗнтӗ ҫав лашасене ӗнерхи ахӑр саманаллӑ каҫ?

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем курса ларӑн, сана пула пӗтӗм ялшӑн ахӑр самана килсе тухӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайнӑ чухне Атӑл ҫинче ахӑр самана сиксе тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет пырса кӗрсен ун килӗнче чӑн-чӑн ахӑр самана пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн Сӗнтӗрвӑрринче те, шуйттан пӗлет, чистӑй ахӑр самана!

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Таҫтан хӑяматран ахӑр самана килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак сасӑ ушкӑнри хӗрсенчен пӗриншӗн тӗл пулма йыхӑракан паллӑ ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл ыттисенчен уйрӑлчӗ, темиҫе хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, васкамасӑр утса йывӑҫ ушкӑнӗ патнелле ҫывхарать, Стар вара шӑпах вӗсен хыҫӗнче тӑрать.

Девушка, для которой это было сигналом, условным криком свидания, выделилась из толпы и, оглянувшись несколько раз, медленными шагами подошла к группе деревьев, сзади которых стоял Стар.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

— Эсӗ тӗрӗсех калатӑн ахӑр, — сӳрӗккӗн килӗшрӗ Стар.

— Пожалуй, ты прав, — вяло согласился Стар.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

— Паллах, эсӗ антилопӑпа кӑна ҫырлахаятӑн ахӑр, унран кая мар, — кулса хуравларӗ Стар.

— Конечно, ты помирился бы только на антилопе, не меньше, — засмеялся Стар.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Кӑштах сулланса — ку пӗтӗмӗшле типӗ пуҫ тайӑма пӗлтерчӗ ахӑр — Ван-Гук, унпа пӗрле вара нотариус тухрӗҫ, ыттисем пӗр сӑмах та чӗнмеҫҫӗ.

Слегка качнувшись, что означало сухой общий поклон, Ван-Гук и, вместе с ним нотариус, вышли, сопровождаемые общим молчанием.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех