Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ахӑр (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте вӑрҫӑра, аннене окоп чавма илсе кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ вӑл тӗплӗн, аслисем пек курӑнас тӗллевпе ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ тепӗр тӑмсай — Гитлер — хӑйӗн кӳршин, Наполеонӑн шӑпи ҫинчен манса кайнӑ ахӑр, ҫав меслетпех пирӗн ҫӗре тытса илессишӗн талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Выҫлӑх туйӑмӗ хӑранинчен вӑйлӑрах ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑр ами мирлӗ шӑплӑхпа усӑ курса хӗрарӑм еннелле хырӑмӗпе шуса пыма пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн ҫӑварӗ уҫӑлнине хӑй те сисмерӗ ахӑр, асав шӑлӗсем ҫуталса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ҫак парӑнман ҫара ҫерҫи арӑма упӑшки урлӑ тавӑрма шутланӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗвери шыв ахӑр самана вӑхӑтӗнчи пек хумханма, ҫыранран тухма тытӑнать, хуранти яшка пек вӗреме кӗрет, ял халӑхӗн сехрине хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пуҫланчӗ ахӑр самана кӳлӗ ҫинче!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Эпӗ кӗрсе ӳкнӗ лару-тӑру океанра путакан карап ҫинчи ҫынсеннинчен те йывӑртарах ахӑр.

Человек, потерпевший кораблекрушение и затерянный на плоту посреди океана, — и тот был бы не так одинок.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах эпӗ ку ахӑр самана пуҫламӑшӗ ҫеҫ пулнине пӗлнӗ — пӗр самантлӑха лӑпланнӑ пек пулнӑ ҫил ҫийӗнчех икӗ хут вӑйлӑраххӑн пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр тӑваттӑсенче пулнӑ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Коля тыткӑна лекнӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мартин пекех пахчара тӑрмашма вара — ҫыннӑн кӑмӑлӗнче, юнӗнче темскер хӑйне евӗрли кирлӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ухмахланса ан ахӑр! — сассине хӑпартрӗ шлепкелли.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӑна, ҫут тӗнчене нумай пулмасть килнӗскере, пурте илӗртет, пурте тӗлӗнтерет ахӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кун пирки Григориу шухӑшласа илме ӗлкӗрнӗ пулас, Петриков сӑмахӗсем уншӑн шухӑш пӗвине татса яракан вӑй пулчӗҫ ахӑр: вӑл аслӑ прораба итлесе пӗтермесӗрех сиксе тӑчӗ те, хуп-хура куҫ шӑрҫисен сивӗ ҫутине ун еннелле те, ман ҫине те ывӑта-ывӑта, хӗрӳллӗн калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нумай пулмасть унта та ҫумӑр шывӗ кӳлленсе тӑнӑ ахӑр: строительсем хӑйсен урисем айне урлӑ-пирлӗ хӑмасем пӑрахнӑ, вӑхӑтлӑх кӗпер пеккисем тунӑ; хӑмасем тавра, «кӗперсем» айӗнче ула-чӑла ҫӗр кӗсел пек елперсе-ҫуталса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркинпа Кудряшов тин ҫеҫ-ха обком секретарӗпе сывпуллашнӑ ахӑр: урам кукринче «Волга» курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл сӑмаха урӑх еннелле пӑрма хавасах пулчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна эпӗ кӑмӑлсӑррӑн каланине, кунпа пӗрлех ассӑн сывласа янине илтсе, редактор ман ҫине тӗллесерех, кӑмӑлӑм мӗнлине сӑн-питӗме курса та пӗлесшӗн пулса тинкерчӗ те (паҫӑр, алӑкран кӗнӗ чухне, пӗрре пӑхса илнӗччӗ-ха вӑл, пӑхса илнӗ май пуҫне стена ҫумӗнчи пукансем еннелле сӗлтнӗччӗ: ирт, лар) вара «корреспонденцийӗ» савӑнтараканскер пулманнине сисрӗ ахӑр, — сӗтел умнелле пӗр-ик утӑм турӗ, пушӑ аллипе ҫырӑва илсе, ӑна кам ҫырнине пӗлчӗ, унтан вула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех