Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ахӑр (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек ҫӗклемпе, кун пек ҫи-пуҫпа чарӑнса тӑрам мар, курмана перем, терӗ ахӑр; ҫапла шутларӗ пулсан, шутлатӑрах, эппин, васкатӑрах хӑй ҫулӗпе, — эпӗ те ҫаврӑнса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫланать вара Шупашкарта ахӑр самана: хӑть уйӑх ҫине вӗҫсе кай!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй мӗн пӗлнине ҫӑва ҫине илсе каяс темен ахӑр — чунӗ тухас умӗн мана тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Харпӑр ахӑр саманаран тапранать те чылай чух Николай Мартынов калавӗ-повеҫӗнчи ӗҫ-пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Самана саланчӗ тени, ахӑртнех, ҫын пурнӑҫӗнчи уйрӑм, харпӑр ахӑр саманана пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ах тур, тетӗп вара, пирӗн пата та ҫав ахӑр самана ан ҫиттӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Манпа пуплес вырӑнне Часрах васкар ӗшнене: Халӑх чунӗ кӑҫалхи ҫу тӑвӑннӑ, Ахӑр, ҫавнӑпа пит нумайӑн пухӑннӑ».

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗсле Матви ҫемйишӗн чӑн-чӑн ахӑр самана ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ахӑр самана ҫитрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ахӑр самана ҫитет пуль…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халь вара, мана хӑратса, хӑйпе ҫыхса лартса, мана чӗнейми тума шут тытрӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пасарӑн чи ахӑр тапхӑрӗ пулнӑран трактир пушах.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яланах паттӑра юлакан Сабир хальхинче Хивархи айне пулнӑшӑн ҫав тери кӳренчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пур ҫӗрте те ясак пуҫтарма тытӑнсан чӑн-чӑн ахӑр самана пуҫланӗ ак.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Ту енчи ҫӗр-шыва каяссине пӗлсен килте чӑн-чӑн ахӑр самана пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳлтен ҫӳле пынӑ чух Ахӑр эсӗ курнӑ пуль Тӑван-пӗтен аттене?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗшлӗ ҫавна асӑрхарӗ пулас: мана урӑх ҫӑлкаламарӗ, тапмарӗ, эпӗ вилсе каясран шикленчӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хвелюк кӳршӗ карчӑкне чӗнсе пычӗ, — пытаннӑ ачисем тухиччен кил хураллӗх терӗҫ пуль, ахӑр.

Хвелюк тем временем сбегала к соседке-старушке, чтобы та присмотрела за домом, пока девочки не выйдут из своего укрытия.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех