Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатпа (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти тостсене апатпа апат хушшинче ҫӗклеҫҫӗ.

Дальнейшие тосты произносятся в другие перерывы между едой.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апатпа апат хушшинчи тӑхтавра хӗрӳллӗн тавлашса илме те юрать.

Для более оживленного разговора могут быть использованы перерывы между блюдами.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӑвара апатпа чыхса тултарни ӗмӗтсӗрленнӗ пек курӑнать.

Рот не набивают пищей и слишком большими кусками.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сивӗ апатпа хӑналани (шведсем пек хӑналани).

Холодный (шведский) стол.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӑнтӑрлахи е каҫхи апатпа нумай ҫынна хӑналама 3 — 4 ҫын валли пӗҫерме вӗренсе ҫитсен тин тытӑнмалла.

Рискнуть предложить большому количеству гостей праздничный стол с обедом или ужином можно только тогда, когда освоена организация обеда или ужина для трех-четырех человек.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пурте килӗшсен, апатпа апат хушшинче туртма юрать.

По общему соглашению можно курить и в перерывах между едой.

Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апатпа ӗҫмелли шӗвексен пахалӑхӗ пирки официантпа хирӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен куншӑн вӑл айӑплӑ мар.

О качестве пищи и напитков с официантом не пререкаются, потому что он в этом не виноват.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Каҫхи апатпа чей ӗҫнӗ самант ӑна часах хӑй кӗтнӗ вӑхӑт ҫитессе пӗлтернӗ, вара амӑшӗ ҫавнашкал музыка сеансӗсене питех кӑмӑлламан пулин те, шӑхличӗ ӑсти патне чупса кайса, ҫывӑрас умӗн пӗр-икӗ сехет хушши итлесе ларма хӑйӗн юратнӑ ывӑлне чармашкӑн пурпӗрех вӑй ҫитереймен.

Вечерний чай и ужин служили для него лишь указанием, что желанная минута близка, и мать, которой как-то инстинктивно не нравились эти музыкальные сеансы, все же не могла запретить своему любимцу бежать к дударю и просиживать у него в конюшне часа два перед сном.

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Кун чухлӗ апат-ҫимӗҫ Ҫӗр варрине ҫитме те, каялла таврӑнма та ҫителӗклӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ытлашши юлнӑ ҫимӗҫсемпе эпӗ Иоганнемри хамӑн юлташӑмсене чаплӑ апатпа хӑна тӑвӑп.

— Времени достаточно, чтобы вновь повторить этот путь, а из остатков провизии я дам торжественный обед моим коллегам по Иоганнеуму!

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Каҫхи апатпа кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче кунта вырӑссен обществӑлла шухӑшӗ аталанса пыни ҫинчен, вырӑс интеллигенцийӗн традицийӗсем ҫинчен питӗ нумай калаҫаҫҫӗ.

За ужинами и обедами здесь много говорилось о прогрессе русской общественной мысли и традициях русской интеллигенции.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫӗрулмипе ҫӑкӑра, лашасемпе ӗнесене хамӑр мӗнпе пурӑннине пӗтӗмпех, этеме валли апатпа пурнӑҫ парса тӑраканнине, — ҫаксене пурне те ҫынсен ӑсӗпе аллисем тунӑ.

— Картофель и хлеб, кони и коровы — все, чем мы живы, от чего идет питание и жизнь человека, — всё это создано человеческим трудом и руками.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ыттисем килӗсене саланнӑ, вӗсем шкулти сакӑр пус тӑракан апатпа ҫырлахман, ытларах тата лайӑхрах ҫиесшӗн пулнӑ.

Остальные разбегались по домам, чтобы перехватить чего-нибудь поосновательнее, чем тощий школьный обед за восемь копеек.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Эдвард ҫак кун валли панӑ вунпилӗк пин марка ҫак ӗҫкӗпе тата апатпа пӗтнине Юзеф чӗрине ыраттарса пӑхса тӑрать.

Юзеф скрепя сердце смотрел, как съедаются пятнадцать тысяч марок, выданные графом Эдвардом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Шӑп ҫакӑн пек апатпа хӑналарӗ ӗнтӗ хӑйӗн хӑнисене Соден трактирщикӗ.

Точно таким обедом попотчевал соденский трактирщик своих гостей.

XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Вӑл иртен пуҫласа каҫченех, ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ уйӑрӑлса, вӗҫӗмсӗр вуланине тата вӗҫӗмсӗр ҫыра-ҫыра пынине кура Лёля тӗлӗнсех каять.

Леля с удивлением наблюдала за тем, как он с раннего утра, с небольшими перерывами на обед и завтрак, читал и записывал до самого вечеpa.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче сакӑршар сехет нимӗн ҫимесӗр лара пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апата виҫҫӗмӗш этажран анса ҫӳреме унӑн вӑйӗ ҫитмест: час-часах е алӑсем е урасем нимӗн пӗлми пулса каяҫҫӗ.

Он просиживал в своем отделе без перерыва восемь часов не евши, так как спускаться на завтрак и обед с третьего этажа в соседнюю столовую оказалось не под силу: часто немела то рука, то нога.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кайӑк-кӗшӗк те, шӑна-пӑван та, ҫӗленсем те тытса ҫиеймен чухне кунти туземецсене вилӗмрен хӑтаракан апатпа тӑранмалла пулчӗ ҫулҫӳревҫӗсен: Паганель типӗ ҫырмара пӗр тӗслӗ курӑк тупрӗ, ҫав курӑкӑн сӗтекӗсем ҫинчен ӑна пӗрре ҫеҫ мар хӑйӗн географилле обществӑри юлташӗсем мухтаса каланӑ.

Путешественникам пришлось довольствоваться той пищей, которая спасает от смерти туземцев, когда они не могут поймать ни дичи, ни насекомых, ни змей: Паганель нашёл в высохшем русле какого-то ручья растение, о прекрасных питательных свойствах которого ему неоднократно говорили его коллеги по Географическому обществу.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анне тутлӑ апатпа сӑйлать, хуралнӑ кӗпе-йӗмсене ҫӑвать, кашнинех кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса пуҫсенчен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кукамӑш мӑнукне тутлӑ апатпа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл часах лӑпланчӗ те чӑрланӑ хырӑмне апатпа тивӗҫтерсе, мӗнле парне-ши тесе кӑсӑклансах тарӑн ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех