Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хырӑм чӑрланӑ, апат ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эсӗ кантура кайса шут шӑрҫисене шалт-шалт ҫеҫ куҫарса ларан, киле таврӑннӑ тӗле сан валли апат пӗҫерсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Аха, ман Тарса ҫыранне кайса выртма тӗпчӗм вӑхӑт ҫук: сыснисене апат памалла, чӑххисене пӑтратса памалла, йӑрансене ҫумламалла, мӗнле калаҫ, хӗрарӑмӑн ӗҫне чӑх та сӑхса пӗтереймест.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Лешӗ хупӑпа пӗҫернӗ ҫӗр улмине килька пулӑпа каҫхи апат туса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Куамай, вите, лупас ай тӑррисем тап-таса, халь апат пар мана, — терӗ хывӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ирхи е кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тин вӑранать вӑл.

— Он просыпается только к завтраку и к обеду.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Шӑшисем чӗриклетсе малалла выляса чупрӗҫ, апат шырарӗҫ.

И мыши побежали дальше искать себе корм.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Дачӑра апат та техӗмлӗрех пек.

На даче и еда вкуснее.

Настьӑн кӑсӑкланӑвӗсем // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 24,26,28 с.

— Вӑл, куккаҫӑм, хыҫалти килкартинче кӑвакарчӑнсене апат парать.

— А она, дядечка, на заднем дворике голубей кормит.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Апат вӑхӑтӗнчен юлас мар терӗм.

 — Думал, как бы не опоздать к обеду.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Эсир ниҫта та ан кайӑр, эп сире халех апат ҫитеретӗп.

 — Вы тут стойте, не уходите, я сейчас вас кормить буду.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Каҫхи апат ҫисе ларнӑ чух кукка мана ҫапла ӑнлантарса пачӗ.

За ужином дядя объяснил мне.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑрӑ чей вӗретнӗ те пирӗн патрах ирхи апат тума хатӗрленет пулмалла.

Вор, очевидно, кипятил чайник и собирался у нас завтракать.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпир каҫхи апат ҫирӗмӗр, эпӗ кофе, канфет, печени, мороженӑй илтӗм.

Мы ужинали, я покупал кофе, конфеты, печенье, мороженое.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хӑвӑрт кӑна апат ҫинӗ хыҫҫӑн, эпӗ фотоаппарат илтӗм те магазина пластинкӑсем илме ыткӑнтӑм.

Наскоро позавтракав, я помчался с фотоаппаратом покупать в магазин пластинки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Вӑл вӑрӑм кунчаллӑ атӑ, кӑвак кӗпе тӑхӑнса ҫӳретчӗ, хӑех вутӑ ҫуратчӗ, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче хуратул пӑтти ҫиесшӗнччӗ, пирӗн пӳрт умӗнчен Хӗрлӗ Ҫар юрласа иртнӗ чухне хӗлле те чӳрече уҫса яратчӗ».

 — Он носил высокие сапоги, серую рубашку, он сам колол дрова, ел за обедом гречневую кашу и даже зимой распахивал окно, когда мимо нашего дома с песнями проходила Красная Армия».

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Апат пӗҫерме ӳркентӗм эпӗ.

Обед готовить мне было лень.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ каллех чупса кӗрӗп.

А после обеда я забегу снова.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ку вӑл Кӑвак шыв леш енче кӗтӳҫӗсем ҫунтаракан кӑвайтӑн тӗтӗмӗ пулать, унта вӗсем кӗтӳ кӗтеҫҫӗ, каҫхи апат пӗҫереҫҫӗ.

Это пастухи дымят кострами за Синей рекой, стада пасут да ужин варят.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

«Вӑт, ухмах, эпӗ сана шыраса тупрӑм, ҫакӑншӑн санӑн мана апат памалла», тенӗ пекех туйӑнчӗ.

Вот, мол, дурак, это я тебя нашла, и за это ты должен дать мне что-нибудь покушать.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех